Ăмăртура - адвокатсем кăна

3 Çĕртме, 2016

Професси уявне спорт ăмăртăвĕ ирттерсе паллă тăвакансем йышлă мар. Чăваш Ен адвокачĕсенчен тĕслĕх илме пулать: ытларикун вĕсем ЧР Адвокатсен палатин пĕрлĕхĕсен хушшинчи çăмăл атлетика тата мини-футбол турнирне Шупашкарти «Энергия» стадиона пухăнчĕç. Спорт уявне Раççей Адвокатура кунне халалланă. Юристсене саламлама ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килчĕ.

Республикăн Адвокатсен палатин президенчĕ Елена Кузьмина палăртнă тăрăх — Раççейре присяжнăй повереннăйсен институтне ĕмĕр çурă каяллах туса хунă. Ун чухнех вĕсем хутшăннипе пирвайхи судсем иртнĕ. Шăпах присяжнăй повереннăйсем — паянхи адвокатсем. Адвокатура тытăмĕн кун-çулĕ тумхахсăр пулнă тееймĕн. Çĕршывра çак института вуçех пĕтернĕ тапхăр та пулнă. Çапах паян адвокатсем — хăватлă вăй.

Елена Кузьмина Адвокатсен палати тÿрĕ кăмăллă мар çынсенчен тасалас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине пайăррăн палăртрĕ. Коррупципе çыхланакан çынсем, «кĕсьери адвокатсем» валли вăл ертсе пыракан палата тытăмĕнче вырăн çук. Çапах кадрсен ыйтăвĕ адвокатурăшăн чăннипех çивĕч. Çавна май палата ку енĕпе Шупашкарти коопераци институчĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет — пултаруллă, çирĕп пĕлÿллĕ юристсем адвокатсен ретне тăма пултараççĕ. Ĕçтешĕсене уяв ячĕпе саламланă май президент вĕсене «судра выляса илнĕ ĕçсемпе кăмăллă пулма» сунчĕ. Çийĕнчен паян Чăваш Енре адвокатсен ĕçĕн пĕлтерĕшне хакланине палăртрĕ — «влаç енчен ăнлану пур».

Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ: «Граждансен, юридици вăйĕнчи тытăмсен прависемпе интересĕсене хÿтĕленĕ май эсир чăннипех яваплă тивĕçе пурнăçлатăр. Нумайăшĕ саккунсен улшăнăвне сăнаса ĕлкĕреймест, çавна май сирĕн пулăшу пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Адвокатсене спортпа туслă пулнăшăн тав тунă май Михаил Васильевич Чăваш Енре спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлани çинчен каларĕ. Кăçал кăна республикăра федераци шайĕнчи 56 ăмăрту иртмелле — «пире шанаççĕ. Çакă пысăк яваплăхпа çыхăннă». Кунта, паллах, Чăваш Ен çĕнĕ спорт объекчĕсем хута янин витĕмĕ те курăмлă. Кĕçех маунтинбайк центрĕ уçăлмалла. Унта — икĕ бассейн, тăватă спортзал... Велоçул та меллĕ пулĕ. Çавăн пекех çывăх вăхăтра биатлон центрĕн строительствин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленĕ. Унти стрельбище ĕçне пĕтĕмпех электроника йĕркелесе тăрĕ — «тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те йĕркелеме май пулĕ». Иккĕмĕш тапхăрта йĕлтĕрпе чупмалли трассăна çĕрле те çутатса тăмалла тăвĕç.

Пăр кермен те ăнăçлă ĕçлет. Михаил Васильевич хăй вăтăр çул коньки çине тăман-мĕн. Хайхи кермене хута янă май конькипе пăр çине тухма пуçлани çинчен пĕлтерчĕ: «Ансат мар. Вĕренетпĕр — тăрăшсан йĕркеллех пулать». Спорт çынсен сывлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннине кура республикăра çĕнĕ медицина учрежденийĕсем уçăлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку енĕпе те çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Адвокатсен палатин вице-президенчĕ Геннадий Шаров та, Мускавран ĕçтешĕсене саламлама ятарласа килнĕскер, шÿтлерĕ: «Манăн та пенсие тухсан Шупашкаралла куçмалла мар-ши?»

Çÿлерех асăннă ĕç кăтартăвĕ — Чăваш Енре çынсен пурнăç тăршшĕ ÿсни. Михаил Игнатьев республикăра çĕр çултан иртнĕ çынсен шучĕ 93-е çитни çинчен кăмăллăн каларĕ. Çавăнтах кăсăкланчĕ: «Адвокатсен хушшинче унашкаллисем пур-и?» — «Çук!» — хуравларĕ трибунăсем çинчи халăх. «Эппин, малашне пулччăр», — пухăннисене вăрăм кун-çул сунчĕ республика Пуçлăхĕ.

Чыс-хисепе тивĕççисем вара — пайтах. Вĕсенчен хăшĕсене наградăсемпе хавхалантарчĕç. Граждансен, юридици вăйĕнчи тытăмсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Михаил Игнатьев Святослав Осокинпа Владимир Петров адвокатсене Тав хучĕпе чысларĕ. Пухăннисене çавăн пекех ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева, РФ Юстминĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Дмитрий Сержантов саламларĕç.

...Спорт ăмăртăвĕсем-и? Çăмăл атлетсен тата футболистсен тупăшăвĕнче туслăх çĕнтерчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.