Николай КОНОВАЛОВ

17 Çурла, 2016

Вырăнти влаç вырăнта-и?

Юлашки çулсенче республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен уголовлă майпа айăпланса суд умне тăнă е тăма хатĕрленекен экс-пуçлăхĕсене пурне те асăнас тăк — вăрăм список пулать: Канаш, Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар... Ял-хула тăрăхĕсен администарцийĕсен пуçлăхĕсене те хушсан тата — тупата, шучĕ çук! Список хупăнман-ха. Халь ав Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров тĕлĕшпе следстви пырать, çак кунсенче вара республика прокуратури Вăрнар райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тĕлĕшпе ултавшăн уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлтерчĕ.

16 Çурла, 2016

Юлашки сесси бюджет пысăкланассине ырларĕ, е Оппозицин клейковина шайĕ мĕншĕн чакни çинчен

Пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн юлашки 39-мĕш сессийĕ авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче иртмеллеччĕ, анчах республика бюджетне черетлĕ хут улшăнусем кĕртмеллине кура депутатсем иртерех пухăнма йышăннă — сесси паян иртрĕ. Çавна май хăшпĕр депутатăн отпускпа канăва та пăрахăçлама тивнĕ. Пурте тенĕ пекех килнĕ — икĕ депутат кăна ерçеймен.

15 Çурла, 2016

Врач тени «çынлăх» синонимĕ пек пултăр

Ачасен каникулĕ вĕçленсе пырать — çуллахи тапхăрта вĕсен сывлăхне çирĕплетес, канăвне йĕркелес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетме те вăхăт. Республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлăва паян шăпах çак ыйтуран пуçларĕç.

12 Çурла, 2016

Эсир хуласем çĕклетĕр!

Строительсем ĕнер хăйсен професси кунне паллă тума Шупашкарти филармони çуртне пухăнчĕç. Хирĕçех асфальт хуракан машина ĕçлет — строительсем хăйсен праçникĕнче те алă усса лармаççĕ çав.

12 Çурла, 2016

Çăмăл мар пулсан та - малаллах!

«Ĕç кал-кал пырать, эпир ориентирсене тĕрĕс суйласа илнĕ», — çапла пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн юнкун Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртнĕ анлă ларăвне.

Pages