Николай КОНОВАЛОВ.

16 Ака, 2018

Урамсемпе картишсене тирпейлеме пуçламалла

Пирĕнпе кÿршĕллĕ облаçсемпе республикăсенче ĕç-пуç çав-çавах çивĕч-ха, Чăваш Енре вара çурхи ейÿпе çыхăннă лару-тăрăвăн чи çивĕч тапхăрĕ хыçа юлнă — хăрушлăх сирĕлнĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан органсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтерчĕ.

12 Ака, 2018

Коррупци анинче «ваккипеле шултăрине» уйăрни вырăнсăр

Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комисси кĕçнерникун право хуралĕн органĕсем 2017 çулта коррупципе çыхăннă преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас енĕпе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕ.

11 Ака, 2018

Чăваш Енре урологсем çитмеççĕ

Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» программăна та тишкерчĕç. Унăн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов паллаштарчĕ.

11 Ака, 2018

Пассажиртан асли çук

Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тĕп калаçу пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелесси тавра пулчĕ тени те йăнăш мар. Транспорт министрĕ Владимир Иванов пассажирсене тата багаж илсе çÿрессине планламалли документпа паллаштарчĕ.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пассажирсене илсе çÿремелли маршрутсен шучĕ 336-па танлашнă. Çав шутра 102-шĕ — хуласен хушшинчисем, 234-шĕ — хула çумĕнчисем. Планламалли хайхи документ 2020 çулччен валли тесе хатĕрленĕскер.

10 Ака, 2018

Хăрушсăрлăх усламран хаклăрах

«Христос чĕрĕлнĕ!» — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна çапла каласа пуçларĕ пулин те канашлу уяв сĕмĕллĕ пулмарĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи ейÿрен сыхланасси, çуракине хатĕрленесси — кун йĕркинчи çак ыйтусем ырана хăвармасăр татса памаллискерсем.

«Хамăрăннисемпе» «юттисем» ан пулччăр

Pages