Коррупци анинче «ваккипеле шултăрине» уйăрни вырăнсăр

12 Ака, 2018

Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комисси кĕçнерникун право хуралĕн органĕсем 2017 çулта коррупципе çыхăннă преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас енĕпе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕ.

Комиссин ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сăмах илнисем çирĕплетнĕ тăрăх, иртнĕ çул коррупци сĕмĕллĕ преступленисене виçĕм çулхинчен чылай сахалрах тупса палăртнă. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин Александр Полтининăн шучĕпе, çакă чăн лару-тăру ÿкерчĕкне сăнламасть, эппин, саккуна пăснă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларас енĕпе оперативлă службăсем çителĕксĕр ĕçлени куç кĕрет. Чăн та, ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов çак ÿпкеве йышăннипе пĕрлех кăçал асăннă ĕçе палăрмаллах вăйлатнине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Виçĕ уйăхрах 91 преступление регистрациленĕ. Çав шутра йывăррисем — ултă теçетке. Взяткăпа çыхăннисем кăна — 14: «Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе те ун чухлĕ пулман». Андрей Анатольевич уголовлă ĕçсем пуçармашкăн тивĕçлĕ информаци татах пуррине те пытармарĕ, çавна май кăçал пакунлисене крррупципе çине тăрса кĕрешместĕр тесе ÿпкелеме сăлтава пулмалла мар.

Пухăннисем асăннă сферăри йывăр, пысăк укçапа çыхăннă преступленисене тупса палăртас енĕпе тăрăшнипе пĕрлех вак-тĕвек взятка йышши тĕслĕхсем çине те алă сулма юраманни çинчен каларĕç — коррупцирен сыхланас тĕлĕшпе çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕсенче.

 

Теги: 

Комментари хушас