Комментари хушас

10 Ака, 2018

Хăрушсăрлăх усламран хаклăрах

«Христос чĕрĕлнĕ!» — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна çапла каласа пуçларĕ пулин те канашлу уяв сĕмĕллĕ пулмарĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи ейÿрен сыхланасси, çуракине хатĕрленесси — кун йĕркинчи çак ыйтусем ырана хăвармасăр татса памаллискерсем.

«Хамăрăннисемпе» «юттисем» ан пулччăр

Иртнĕ эрнере Владимир Путин Президент ертсе пынипе Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Михаил Игнатьев малтанах унта тишкернĕ ыйту тавра сăмах пуçарчĕ. Ку хутĕнче конкуренцие аталантарассипе çыхăннă темăна пăхса тухнă. Регион ертÿçи Президент лартнă тĕллевсемпе килĕшÿллĕн пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн конкурентлăх енĕпе анлăрах майсем йĕркелемеллине пайăррăн палăртрĕ. Чиновниксем патшалăх саккасĕсене «хăйсен фирмисене, хăйсене çывăх МУПсене кăна пама тăрăшнипе» ниепле те çырлахма юрамасть.
Патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туянас тĕлĕшпе Мускав хулин опычĕ лайăх – «электронлă лавкка» йĕркеленĕ, çакă, Сергей Собянин мэр палăртнă тăрăх, хаксене тепĕр чух икĕ е ытларах та хут чакарма май парать иккен. Михаил Игнатьев тивĕçлĕ ведомствăсене çак опытпа паллашма сĕнчĕ — Мускавсем хăйсем çак ĕçе регионсенче те йĕркелеме пулăшмашкăн хатĕр.
Конкурентлăха хÿтĕлес тĕлĕшпе Михаил Игнатьев Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕн ĕçĕпе кăмăлсăррине те пытармарĕ. Унăн предписанийĕсен çурринчен ытларахăшĕ тĕлĕшпе суд саккасçăсем майлă йышăну тунине палăртнă май çаплах каларĕ: «Хăшĕсем çак служба урлă хăйсене кирлĕ пек йышăнусем тутарма тăрăшаççĕ…» Çак ыйтупа Михаил Васильевич Мускавра федераци службин ертÿçипе Игорь Артемьевпа та калаçнă-мĕн, улшăнусем пуласса шанать.

«Кристалл» та, «Март» та саккуна уяман

Суту-илÿпе кану центрĕсенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтупа МЧСăн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов сăмах илчĕ. Кемеровăри инкек хыççăн республика прокуратури пуçарнипе 126 объекта тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хăрушсăрлăх требованийĕсене пăснин 1,5 пин ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.
Çитменлĕхсен списокĕ чăннипех вăрăм — пушар сигнализацийĕ çуккинчен пуçласа çурт-йĕр планировкине проектсăр, никамран ирĕк илмесĕр улăштарни таранах. Тĕрĕсленĕ пысăк ТРЦсенчен Канашри «Империалта» кăна çитменлĕхсем тупман иккен. Генерал пăшăрханса палăртрĕ: «Федерацин пĕчĕк бизнес валли надзор каникулĕ палăртнă 294-мĕш саккунĕ пушар хуралне вĕсене 16-18-мĕш çулсенче тĕрĕслеме чарнă. Çак çăмăллăх вара, шел те, тÿрĕ кăмăллă бизнесшăн кăна вырăнлă…»
Çĕнĕ Шупашкарти «Кристалл» тата Çĕмĕрлери «Март» суту-илÿ комплексĕсем хута ямалли ирĕк илмесĕрех ĕçленĕ-мĕн. Вĕсене вăхăтлăха ĕçлеме чарас ыйтăва тишкереççĕ. Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕ Ольга Чепрасова пĕлтернĕ тăрăх, «Кристалл» хуçи администрацирен комплекса хута яма ыйтнă, анчах унта реконструкци тунине пула ирĕк паман — унсăрах ĕçе пикеннĕ. Çав хуçан «Барсук» комплексĕнче вара шалтан йывăçпа усă курса отделка тунине палăртнă — каллех хăрушсăрлăха уяман.
Михаил Игнатьев «Мега Молл» комплексри лару-тăрупа пайăррăн кăсăкланчĕ. Çакă унăн хуçи улшăннипе сăлтавланни куç кĕрет — вăл текех Николай Герасимовăн мар, кредит парăмĕн шучĕпе Питĕрсем çавăрса илнĕ. Михаил Васильевич çĕнĕ хуçасем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ — хăрушсăрлăх çине алă ан сулччăр. Унта вара çитменлĕхсене тупса палăртнă: тĕтĕме кăларса ямалли, çулăма шывпа автомат мелĕпе сÿнтермелли системăсем çук тата ытти те. Тепĕр тесен кунашкалли чылайăшĕшĕн кăтартуллă. Мода çуртĕнче, сăмахран, ытларах лавкка вырнаçтăр тесе-тĕр планировкăна улăштарнă – хăрушсăрлăх требованийĕсене пăснă.
Сыхлăх пысăк центрсенче кăна мар, пĕчĕккисем тĕлĕшпе те кирлĕ — унта та халăх йышлă пулать. Çавна май Михаил Игнатьев Шупашкарти «Победа» асăну паркĕ патĕнчи каçхи клубпа çыхăннă тĕслĕхе аса илтерчĕ: «Çавăнта çĕрле çурма çарамас арçынсем чупа-чупа тухнăшăн ветерансем те кăмăлсăрланса калаçатчĕç. Хупрăмăр. Кам тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет — ĕçлеччĕрех, кам усламшăн кăна çунса хăрушсăрлăх пирки манать — вĕсенчен пирĕн питĕ çирĕп ыйтмалла».
Производство объекчĕсем тĕлĕшпе те хăрушсăрлăх пирки манма юрамасть — кун пирки ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах пуçарчĕ. Вырсарникун ирхине Вăрнар районĕнчи Кăмаш ялĕнчи сысна ферминче пушар пулнă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн цехне хăйне, тĕрĕссипе, вут çулăм ытла пысăк сиен кÿмен — 200-300 пин тенкĕлĕх пуль. Анчах шалти ăшă тытакан отделка материалĕ çуннă май тĕтĕме пула выльăх пĕтнĕ — 131 сысна ами тата 2 пине яхăн сысна çури вилнĕ. Сиен — 3,5 миллион тенкĕлĕх. Выльăха страхламан иккен. Министр палăртнă тăрăх, страховка валли 140 пин тенкĕ кирлĕ пулнă, çав шутран çуррине патшалăх саплаштарать. Çапла вара аш-какай комбиначĕн ертÿçисем 70 пин перекетлесе миллион-миллион тенкĕлĕх çухату тÿснĕ.
Пушар электропроводкăран тухнă пулас. МЧС ертÿçи Станислав Антонов çирĕплетнĕ тăрăх, «инкекĕн чăн сăлтавне лаборатори палăртĕ, анчах унта ăшă генераторĕ тĕрĕс-тĕкелех, электропроводкăсăр пуçне вут-çулăма сăлтавлама пултараканни урăх нимĕн те пулман».

Кашни пулăç валли çăлавçă çук!

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă черетлĕ призыв тапхăрĕн теми вăрах калаçтармарĕ. Çара каяссинчен тарса çÿрекенсем пур, анчах вĕсен шучĕ çуллен чакса пырать. Çар комиссарĕ Александр Мокрушин çак призыв тапхăрĕнче 1349 çамрăка çара ăсатмаллине палăртнă май плана туллин пурнăçлассине çирĕплетрĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.