Николай КОНОВАЛОВ.

26 Ака, 2018

Çураçуран хакли çук

Шалти ĕçсен министерстви пăшăрханса палăртать: яланах лăпкă шутланнă Чăваш Енре те экстремизмпа çыхăннă преступленисен шучĕ ÿснĕ. ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сăмах илнĕ май регистрациленĕ преступленисенчен ытларахăшĕ киревсĕр материалсене Интернета вырнаçтарнипе çыхăннине палăртрĕ.

23 Ака, 2018

Укçа илнĕ, çурт туман

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура республикăн кăçалхи 1-мĕш кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç.

Каялла утăм тунисен ретĕнче — строительство. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчи шайăн 82% чухлĕ çеç. 56 пин тăваткал метр хута янă — сахал. Çакна Михаил Игнатьев та пусăм тусах палăртрĕ. Патшалăх программисемпе уйăрнă укçапа тумалли çурт-йĕре те туллин хута ярайман.

19 Ака, 2018

Юхать, юхать… типĕ сĕт

Республикăра сĕте сутăн илмелли хаксем тăруках тата нумай чакса кайнине Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ тишкерет. Çакăн çинчен паян управленин кăçалхи 1-мĕш кварталти ĕçне пĕтĕмлетессине халалланă пресс-конференцире унăн ертÿçи Вячеслав Борисов пĕлтерчĕ.

18 Ака, 2018

Миллионерсем йышлăрах, миллиардерсем вара çук

Укçа-пурлăх калăпăшĕпе пăхсан миллиардерсем те пур-тăр-ха, анчах иртнĕ çулшăн налук декларацийĕ тăратмалли кампани тапхăрĕнче республикăра 2017 çулта миллиард тенкĕ тупăш илни çинчен никам та пĕлтермен — çакăн пирки сăмах. Миллионерсем вара йышланнă - çакна паян ирттернĕ пресс-конференцире Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Алексей Краснов çирĕплетрĕ. Деклараци кампанийĕ вĕçлениччен нумай юлмарĕ, ака уйăхĕн 30-мĕшĕ кăçал кану кунне лекнĕ май ăна çу уйăхĕн 3-мĕшĕччен тăсма йышăннă.

16 Ака, 2018

Шупашкарта тепĕр call-центр уçасшăн

Шупашкарта çывăх вăхăтрах темиçе пин çынна ĕçпе тивĕçтермелли майсем çуралас шанăç та пур. ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан органсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, «Открытие» банк call-центр уçасшăн, ăна Шупашкарта вырнаçтарас кăмăл пур. 

Pages