Комментари хушас

Шупашкарта çывăх вăхăтрах темиçе пин çынна ĕçпе тивĕçтермелли майсем çуралас шанăç та пур. ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан органсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, «Открытие» банк call-центр уçасшăн, ăна Шупашкарта вырнаçтарас кăмăл пур. 

Аса илтерни вырăнлă: унччен Михаил Задорнов ертсе пынă ВТБ24 банк кунта хăйĕн çавнашкал центрне йĕркеленĕччĕ, пин çурă патнелле ĕç вырăнĕ йĕркеленĕччĕ. Халь Задорнов шăпах «Открытие» банка куçнă, ку call-центр тата пысăкрах пулмалла. Лаптăкĕ 8 пин тăваткал метртан кая мар çурт кирлĕ. Михаил Игнатьев çак ыйтупа çине тăрсах ĕçлеме хушрĕ. Банк вăтам ĕç укçине те самай пысăк тума хатĕррине шута илсен çак майсене пушшех вĕçертме юрамасть.

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: