Çураçуран хакли çук
Шалти ĕçсен министерстви пăшăрханса палăртать: яланах лăпкă шутланнă Чăваш Енре те экстремизмпа çыхăннă преступленисен шучĕ ÿснĕ. ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сăмах илнĕ май регистрациленĕ преступленисенчен ытларахăшĕ киревсĕр материалсене Интернета вырнаçтарнипе çыхăннине палăртрĕ.
Нацистсен символики, вăл е ку раса çыннисене хурлакан материалсем… Хăшĕсемшĕн шÿт пек кăна туйăнать пуль, анчах çакă ача вăййи мар — кунашкаллипе шÿтлеме юрамасть.
Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, паян Чăваш Енре 14-25 çулсенчи ачасемпе çамрăксен йышĕ 223 пин çынпа танлашать. 15 вузра 35,4 пин яшпа хĕр вĕренет, вĕсен йышĕнче чикĕ леш енчен килнисем те пайтах. Çав шутра терроризм хăрушлăхĕ пысăк çĕршывсенчен килнисем те пур — вĕсем тĕлĕшпе, паллах, тивĕçлĕ тытăмсен енчен тимлĕх пушшех пысăк. Професси вĕрентĕвĕн организацийĕсенче — тата 24,5 пин çын. Çавна май çамрăксемпе шăпах экстремизмран сыхланассине шута илсе ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ.
Культура министерстви республикăри нацисен хушшинчи килĕшĕве упрассинче «чĕлхесемпе культурăсен диалогне» йĕркелени хаклине палăртать.
Калаçăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ.
Комментари хушас