Укçа илнĕ, çурт туман
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура республикăн кăçалхи 1-мĕш кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç.
Каялла утăм тунисен ретĕнче — строительство. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчи шайăн 82% чухлĕ çеç. 56 пин тăваткал метр хута янă — сахал. Çакна Михаил Игнатьев та пусăм тусах палăртрĕ. Патшалăх программисемпе уйăрнă укçапа тумалли çурт-йĕре те туллин хута ярайман.
Çавнашкаллисен шутĕнче — «Çурт-йĕр» программăпа çамрăк çемьесене панă укçа. Калăпăр, 39 çемьене тивĕçлĕ свидетельство панă, вĕсенчен çуррине яхăн пайĕ çуртсем тунă, унта пурăнаççĕ, анчах çурт-йĕре регитрацилемен. Кашни пиллĕкмĕш çемье патшалăх укçине илнине пăхмасăр çурт тумасть. «Укçана ăçта хунă? – тÿррĕнех ыйтрĕ Михаил Игнатьев строительство министрĕнчен Владимир Михайловран. — Мĕн, вырăнсенчи чиновниксем хăйсен интересĕсене мала хураççĕ-им? Кунта коррупци палăрăмĕсем çук-и?» Пур-и, çук-и — çакна тивĕçлĕ органсем тĕпчесе уçăмлатĕç. Строительство министерствине вара ЧР Пуçлăхĕ пусăм тусах сĕнчĕ: укçа уйăрнипе кăна çырлахма юрамасть, унпа мĕнле усă курнине те çирĕп сăнаса тăмалла, ку ĕçе вырăнсенчи влаçсене кăна шанса памалла мар. Çамрăк çемьесен çурт тăвас шухăш çукки малтанах паллă тăк унашкаллисене асăннă программăна явăçтармалла та мар.
Комментари хушас