Пассажиртан асли çук
Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тĕп калаçу пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелесси тавра пулчĕ тени те йăнăш мар. Транспорт министрĕ Владимир Иванов пассажирсене тата багаж илсе çÿрессине планламалли документпа паллаштарчĕ.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пассажирсене илсе çÿремелли маршрутсен шучĕ 336-па танлашнă. Çав шутра 102-шĕ — хуласен хушшинчисем, 234-шĕ — хула çумĕнчисем. Планламалли хайхи документ 2020 çулччен валли тесе хатĕрленĕскер.
Унпа килĕшÿллĕн 21 маршрута хупма палăртнă — вĕсемпе пассажирсем усă курмаççĕ тесен те юрать. Çавăн пекех хăш-пĕр маршрута улăштарасшăн. Чылай улшăну хула тулашĕнчен Шупашкара кĕрекен маршрутсемпе çыхăннă. Министр çакă тĕп хула администрацийĕ ыйтнипе сăлтавланнине пайăррăн палăртрĕ. Урăхла каласан айккинчен килсе хула витĕр иртекен маршрутсем улшăнмалла — вĕсем вокзал патне çеç çитĕç. Анчах çак çĕнĕлĕхсем те 2020 çул пуçламăшĕнчен кăна вăя кĕрĕç. Мĕншĕн тесен чылай маршрут тĕлĕшпе автобуссен хуçисемпе çав вăхăтчен килĕшÿсем тунă, вĕсен вăхăчĕ вĕçленессе кĕтме тивет.
Улшăнусем тĕлĕшпе мĕнпур муниципалитетпа çураçу тупнă, Шупашкар администрацийĕ кăна хирĕç-мĕн. Министр сăлтавне те ăнлантарчĕ: тĕп хула влаçĕсем Çĕнĕ Шупашкартан килекен 11 маршрута пăрахăçлама сĕнеççĕ, ытти автобуса вара хулари кашни чарăнура мар, икĕ çĕрте кăна — хула хĕрринчи тата Çĕнĕ Салари станцисенче — чарăнмалла тăвасшăн.
Владимир Иванов çак сĕнÿ вырăнсăрри пирки иккĕленмест. Апла тусан, пĕрремĕшĕнчен, çынсен хулара тепĕр транспорта куçса ларма тивĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хула сити-менеджерĕн шухăшĕпе кăсăкланчĕ. Алексей Ладыков позицийĕ çирĕп: «Шупашкарта пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелессине Санкт-Петербургри институт эксперчĕсен тĕпчевĕ çинче никĕслеме йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пĕчĕк автобуссен шутне чакармалла, пысăккисем ытларах пулмалла. Республика шайĕнчи паян тишкерекен документ вара çакна шута илмест». Сити-менеджер маршрутсене чакарни троллейбус управленине сывлăш çавăрса яма май парасси пирки иккĕленмест — троллейбуссемпе çÿрекен пассажирсен шучĕ палăрмаллах ÿсĕ.
Михаил Игнатьев ыйту тавлашуллă пулнине, пĕршухăшлăх çуккине кура документа çирĕплетессине каяраха хăварма сĕнчĕ.
Комментари хушас