Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» программăна та тишкерчĕç. Унăн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов паллаштарчĕ.
Программăна пурнăçласа тунă ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсен шутĕнче — республикăра çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ ÿссе пыни. Юлашки вунă çулта 5 çул хушăннă, 72,73 çула çитнĕ. Президент палăртнă тĕллевсен шутĕнче вара — 30-мĕш çул тĕлне пурнăç тăршшĕпе «80 плюс» шайне тухасси. Юлашки вунă çулта Чăваш Енре çынсем вилесси 14% ытла чакнине, усал шыçăсене, ытти чире пула çынсем вилессине чакарма пултарнине тĕпе хурсан — парăнтарайми чикĕ мар.
Апла пулин те республика ертÿçи Михаил Игнатьев çынсен сывлăхне упрас тĕлĕшпе тата та çине тăрса ĕçлемелине палăртрĕ. Çав шутра — ачасем. Чăваш Енре паян шкул ачисен 12% ытлашши виçеллĕ иккен.
Тепĕр тесен çитĕннисем пирки те манмалла мар. Михаил Васильевич паян республикăри çемьесен 19% ача çуратайманнине пăшăрханса палăртрĕ — кашни пиллĕкмĕш çемье ачасăр. Çакăнта арçынсен сывлăхĕ хавшаккин витĕмĕ пысăк. Хĕрарăмсемпе специалистсем ĕçлеççĕ-ха, арçынсем валли вара урологсем çитмеççĕ — Сывлăх сыхлавĕн министерствин çак самантсене шута илмелле.
Çĕнĕ комментарисем