Чăваш юрри-ташши - Америкăра
Уявсемпе çыхăннă шавлă, хаваслă кунсем иртсе кайрĕç. Ача-пăча вĕри хĕвел айĕнче хĕртĕнет, ăшă шывра чăмпăлтатать. Аслисен пысăк пайĕ те канура. Ял çыннисен вара питĕ яваплă тапхăр - ĕççи. Культура ĕçченĕсем вĕсене тĕрлĕ майпа пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.