Кашни халăх - аслă

11 Утă, 2014

Етĕрне районĕнчи "Сурские зори" кану бази çак кунсенче хăйне евĕрлĕ чăвашлăх тĕп хули пулса тăчĕ тейĕн. Унта чăваш чĕлхин "Хавал" лагерĕ ĕçлет.

Эпир те çитсе килтĕмĕр лагере, унта канакансемпе, тăван чĕлхене пĕрчĕн-пĕрчĕн ăша илекенсемпе, "Хавал" пĕрлешĕвĕн килĕштерÿ канашĕн пайташĕпе Александр Блиновпа курса калаçрăмăр.

- Александр Васильевич, хăвăрпа кĕскен те пулин паллаштарсамăр. Кунашкал лагерь йĕркелес шухăш хăçан тата мĕнле майпа пиçсе çитрĕ?

- Эпĕ - чăваш, аттепе анне Елчĕк тăрăхĕнчен. Асанне-кукамайпа чăвашлах калаçса ÿснĕ. Ют чĕлхесен шкулĕн - "Ăнăçу чĕлхи" ятлăскерĕн - коммерци директорĕ, унтах француз, итальян тата эсперанто чĕлхисене вĕрентетĕп. Юлташсем те чĕлхесемпе кăсăкланаççĕ, пĕррехинче çапла каларĕç: "Чăваш чĕлхи пирки нумай калаçатăн. Ăна упраса хăварас тесе мĕн тăватăн?" Çакăн хыççăн нумай шухăшларăм: чăнах та мĕн тума пулать? Интернетра чăвашлăхпа кăсăкланакансене шырама тытăнтăм, пĕр шухăшлă ентешсемпе умри тĕллевсене палăртма пуçларăмăр. Çапла майпа пилĕк çул каялла паянхи ĕç патне пырса тухрăмăр: чăвашла вĕренес текенсен лагерьне йĕркелесе ятăмăр.

Тĕллев - чăвашлăхпа çунакан çынсене пĕр тĕвве явăçтарасси, чĕлхене вĕрентес ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă курасси. Чĕлхе пире ытти халăх хушшинче уйрăлса тăма пулăшать. Тутарсене илес тĕк- пирĕн истори çывăх, чĕлхере вара уйрăмлăхсем пайтах. Чĕлхе пĕтсен культура пĕтет, унтан - халăх та. Чĕлхене упрамалла çеç мар, аталантармалла та. Çавăнпа ытларах ку енĕпе ĕçлетпĕр.

- Камсем килчĕç лагере?

- Ун пирки Интернетра пĕлтертĕмĕр, хаçатсенче, радиопа хыпарларăмăр. Ачасене шута илсен 70 çын пуçтарăнчĕ. Таçтан та пур: Шупашкартан, Мускавран, Самар тăрăхĕнчен... Уйлăх пĕр эрне ĕçлет. Çак хушăра ытларах чăвашла калаçма тăрăшатпăр, вĕреннĕ вăхăтра çеç мар, ытти чухне те. Кашни çын чăвашла ят суйласа илет. Ят суйласси - вăйă майĕпе пулса иртет пулсан та, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ ят çынна пăртак урăхлатать, ят вăл - чĕлхе вĕреннĕ чухнехи хевтене вăйлатакан пулăм та.

-Кун мĕнле иртет?

- Ирхине çичĕ сехет çурăра тăратпăр, хускану тăватпăр. Ирхи апат хыççăн чăваш чĕлхин вĕренĕвĕ пуçланать, ун хыççăн - ташă лаççи /мастерскойĕ/. Каярах хăнасене сăмах паратпăр. Паянхи хăна - Франци юрăçи, эсперантçă Жан-Марк Леклер /Йомо/. Унăн юрри-кĕвви чĕлхесен тĕрлĕлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Репертуарĕнче 22 чĕлхепе çырнă юрă, çав шутра эсперантăлла та, чăвашла та пур.

Кун йĕрки патне çĕнĕрен таврăнам-ха. Кăнтăрлахи апат хыççăн юрлама тата тĕрлеме хăнăхтаратпăр, каярах татах - чăваш чĕлхи урокĕсем, лекцисем. Кашни каçах "Сăмах ăшши" поэзи тĕпелĕ йышăнать, ăна театр режиссерĕ, актер, куçаруçă Иосиф Дмитриев /Иосиф Трер/ ертсе пырать.

-Сире çак ĕçре кам пулăшса пырать?

- Пирĕн килĕштерÿ канашĕ пур, эпĕ -унăн пайташĕ. Кам хутшăнас тет - тархасшăн. Çак йĕркене çирĕп тытса пыратпăр: ытти халăха кÿрентермелле мар, ку - "Хавал" ĕçĕ мар. Эпир çакăн пек шайра пулнăшăн никам та айăплă мар, хамăр çеç. Хамăра хамăрăнах çĕклемелле. Ачасемпе тăван чĕлхепе калаçма кам чарать пире?

Килĕштерÿ канашĕнче 20 яхăн çын: Дмитрий Степанов, Александр Савельев, Дмитрий Илларионов, Алексей Минаев, Ольга Шарипова тата ыттисем те.

Лагерьте канакансемпе те паллашас терĕмĕр. Кĕçĕн çултисен ушкăнĕнчен пуçларăмăр. Кунта - çичĕ ача. Лия тата Ульяна Васильевăсем Мускавран амăшĕпе килнĕ. Вĕсем хальлĕхе чăвашла пĕлмеççĕ. Михаилпа Сашенька Агаповсем те ют тăрăхран. Саша хăйне валли Юрпи хушма ят суйласа илнĕ, Миша - Арăслан. Питĕ кăмăллă çакăншăн. Юрпи акăлчан шкулĕнче вĕренет-мĕн. Чĕлхесене юратать.Марина Андреева вĕретÿçĕ шăпăрлансене вăйă мелĕпе вĕçен кайăк ячĕсене, тĕссене, кĕлетке пайĕсене чăвашла калама хăнăхтарать.

Чăваш тумĕ тăхăннă каччă куç умне лекрĕ. Паллашрăмăр: Артем Кушков пулчĕ вăл. Чăваш кĕпине ăна аслашшĕ - хăй вăхăтĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ пулнă Александр Кушков - парнеленĕ иккен. Артем Аттила хушма ят илнĕ. Мускав халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академине пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти "Европа" суту-илÿ çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. 15 çĕр-шывра пулса курнă. Акăлчанла ирĕклĕн калаçать. "Çакăн пек шухăш патне пырса тухрăм: ют чĕлхесене пĕлетĕп, тăван чĕлхене вара - çук,- тет каччă. - Лагерь çинчен Интернетра вуласа пĕлтĕм. Шăпах ман валли вăл. Чăвашла калаçакан ушкăнра тăван чĕлхене хăвăртрах вĕренме май пур. Кунти çынсем питĕ кăсăклă".

Александр /Сантăр/ Савельевпа та паллашрăм. Унăн шăпи тата тĕлĕнмеллерех. Тутарстанри Нурлат районĕнчи Лачака ялĕнче пурнăç çулĕ çине тăнă унăн ашшĕпе амăшĕ. Сантăр вара Воркутара çуралнă. Ăна чăвашла ятарласа вĕрентмен. Акă мĕншĕн. Аслă пиччĕшне чăвашла калаçтарнă-мĕн, лешĕнчен вара ачасем урамра йĕкĕлтенĕ. Мĕн тетĕр? Сантăр халĕ чăвашла никамран лайăх калаçать. Вăл Мускав патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче скандинави чĕлхисен енĕпе пĕлÿ илнĕ, халĕ - Раççей ăслăлăх академийĕн Чĕлхе институчĕн аспиранчĕ. Чăваш чĕлхин историне тĕпчет, кĕркунне "Чăваш чĕлхин кивĕ çырулăх палăкĕсем" темăпа кандитат диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленет. Мăшăрĕ Мускавран, вырăс хĕрĕ, çапах та ăна Сантăр чăвашла вĕрентнĕ. Лагере те Мария упăшкипе пĕрле килнĕ. Çакă, ун шухăшĕпе, калаçу лексикине пуянлатĕ. "Хавалта" Сантăр "Чăваш чĕлхин кăсăклă саманчĕ: Европăри чĕлхесенче - пăлхар сăмахĕсем" темăпа лекци вулать.

Жан-Марк Леклер /Йомо/ пĕр самантлăха пушаннипе усă курса унпа калаçса илтĕм. Чăваш Енре тăваттăмĕш хут вăл. Пĕрремĕшĕнче ăна Ивановăран "вăрласа" килнĕ-мĕн. Тĕрĕсне калас тăк - Тулузăра пурăнаканскере Шупашкарпа паллаштарас тĕллевпе хăйпе калаçса татăлмасăрах лартса килнĕ. Чăваш Ен питĕ килĕшнĕ ăна, кайран вара Шупашкарта чĕлхесен фестивальне пĕрре мар хутшăннă.

- Шупашкарпа Тулуза хушшинче пĕр евĕрлĕхсем пур, - тет Жан-Марк. - Халăх йышĕпе те, çĕр-шыв тĕп хулинчен пĕр инçĕшре вырнаçнипе те. Шуршăлта пулса курнăччĕ, Тулузăра та Космонавтика музейĕ пур.

Виçĕ кун пулăп "Хавалта", пĕрремĕш тĕл пулура окситани чĕлхин шăпи пирки каласа кăтартăп. Окситансем Францин кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Тепĕр чухне провансаль чĕлхи те теççĕ ăна. Вăл та йышлă мар вун-вун чĕлхе пекех - хăрушлăхра. 1904 çулта литература енĕпе Нобель премине илнĕ Фредерик Мистрале пула сумĕ самай çĕкленнĕччĕ.

Окситан ташшисемпе те паллаштарасшăн-ха, унсăр пуçне, музыкант пулнă май, тĕнчери темиçе халăхăн юррисенчен хатĕрленĕ концерта кăтартăп, вĕсен хушшинче чăвашла юрă та - "Илемлĕ чăваш юрри" - пур. Ăна эсперанто чĕлхипе юрлатăп. Манăн репертуарта 22 чĕлхепе çырнă юрă тупнă май 2000 çулта Гиннесс кĕнекине те лекме пултартăм.

Мускав каччи Сергей Иванов чăваш чĕлхине Раççей тĕп хулинче Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков çине тăнипе уçнă вырсарни шкулĕнче вĕреннĕ. Евгений Степанов вĕрентÿçĕ ячĕпе ырă сăмахсем шеллемерĕ вăл. Чăвашла уйрăм сăмахсене пĕлекен йĕкĕт калаçу практикине кунта самай çирĕплетессе шанать. Сергее тĕп ĕçĕнче чăваш чĕлхи кирлех те мар темелле, вăл, математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, кĕç-вĕç доктор диссертацине çырса пĕтерекенскер, - Мускав авиаци институтĕн преподавателĕ. "Чун ыйтнипе вĕренетĕп чăвашла,"- терĕ "Хавалта" хушма Йĕкĕр ят илнĕ йĕкĕт.

Мытищире ĕçлесе пурăнакан Андрей Жаркова та шалти туйăмĕ Мускаври вырсарни чăваш шкулне илсе пынă.

- 45 çула çитсен "вăранчĕ" вăл,-тет хăйĕн пирки предприниматель шÿтлерех. - Ĕнер хам "усламçă" пулни çинчен пĕлтĕм. Килĕшет мана ку сăмах. Манăн аттепе анне чăвашсемех, пĕри Самар облаçĕнчен, тепри Эрĕнпур тăрăхĕнчен. Атте çар çынни пулнăран таçта та пурăнма тивнĕ пире. Чăваш культура обществи Мускавра иртекен мероприятисене хаваспах çÿретĕп.

"Хавалта" Иранран килнĕ Мухамед Резо усламçă та пурччĕ. Вăл, паллах, темиçе кунра чăвашла вĕренес тĕллев лартман. Халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе çыхăннă лекцисемпе калаçусене кăмăлласа çÿрет.

Сăмахăма Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин сăввинчи йĕркесемпе вĕçлес килет:

Эп çакна каласшăн
Ăсăм çирĕп чух:
Кашни халăх - аслă,
"Пĕчĕк халăх" - çук.

 

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: