Ĕмĕр иртет - манăçмасть
Чăваш наци музейĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине халалланă мероприятисен ярăмне малалла тăсать. Шел те, асăннă вăрçăн историйĕ пĕтĕмпех уçăмлă мар-ха. Çăл куçсем туллин упранса юлайман, мĕншĕн тесен тĕнче вăрçи хыççăнах революци пулнă, граждан вăрçи иртнĕ. Хальхи курав «Тĕнче вăрçи çулĕсенчи Чăваш Ен медикĕсем» ятлă.