Шухăшпа - Шупашкартах

16 Утă, 2014

Чăваш наци конгресĕн черетсĕр саккăрмĕш Аслă Пухăвне килнĕ делегатсен пĕр ушкăнĕпе тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре тĕл пултăмăр. Вĕсем /сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла/: Пушкăртстанри Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕ Алексей Емельянов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Ямал-Ненец автономи округĕнчи суту-илÿ представителĕ Анатолий Ефремов, Тюмень облаçĕнчи Муравленко хулинче пурăнакан Николай Ильичев.

Йăхташăмăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе, Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ, Республика кунĕ пирки çуралнă шухăшĕсемпе кăсăклантăмăр. Калаçăва Анатолий Ефремов пуçларĕ:

- Общество енĕпе пурнăçлакан тивĕçсем чылай манăн: суту-илÿ представителĕсĕр пуçне Муравленко хулинчи чăвашсен "Пĕрлĕх" наци культура автономине ертсе пыратăп, çавăн пекех Ямал-Ненец автономи облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ çумĕнчи Этноконфесси ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен консультаци канашĕн членĕ.

Ямалта 526 пин çын пурăнать, вĕсем -100 халăх представителĕсем. Чăвашсене илес тĕк - унти кашни хулара 400-500. Пурте тенĕ пекех нефть, газ кăларас енĕпе ĕçлеççĕ, вĕсенчен тĕрлĕ хатĕр туса илнĕ çĕре хутшăнаççĕ. Влаç органĕсенче те тĕл пулатăн йăхташсене. Тепĕр чухне пире ăмсанакансем те пур: вĕсене чăвашсем туслă пурăнни, тĕрлĕ уяв-праçнике пĕрле ирттерни тĕлĕнтерет. Муравленкора, сăмахран, "Хавас" фольклор ансамблĕ пирки илтмен çын çук та пулĕ. Халăх пултарулăхĕпе çитĕнекен ăрăва та кăсăклантарма тăрăшатпăр, кунта вĕсен "Шевле" ансамбль пур. Пирĕн коллективсем Ямалти пур хулара та пулса курнă, чăваш юрри-çеммипе паллаштарнă.

ЧНК юлашки тапхăрта хастарлăхне ÿстерчĕ, кăçал пуçласа Раççейри чăваш предринимателĕсен пĕрремĕш форумне ирттерчĕ. Çакă - питĕ кирлĕ ĕç. Аслă Пухура хамăн шухăшсемпе паллаштартăм, çак ыйтусене хускатрăм: малашне чăвашлăх хастарĕсене кунашкал мероприятисене пĕрешкел тумпа - шурă кĕпепе тата сарă галстукпа - килме сĕнтĕм. Пире, республика тулашĕнче пурăнакансене, "диаспора" тесе палăртни те кÿрентерет. ЧНК президенчĕн статусĕ, ман шухăшпа, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕннинчен пĕчĕк пулмалла мар.

Алексей Емельяновшăн Шупашкар - чи илемлĕ хула-мĕн. Пушкăртстанри Пишпÿлек районне кĕрекен Кистенлĕре кун çути курнă йĕкĕт И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ инçетре ĕçлесе пурăнать пулин те, ĕмĕт-шухăшĕпе - Шупашкартах.

Республика кунĕ пирки çапла шухăшлать:

- Питĕ кирлĕ уяв. Çĕр-шыври чăвашсене пĕр тĕвве пухать, тус-юлташсем тупма, чăваш сассине тĕнче шайне çĕклеме пулăшать.

Уява çулленех хутшăнма тăрăшатпăр. Кăçал вара пушă алăпа килмерĕмĕр - Наци библиотекинче "Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана" кăларăмăн презентацине ирттертĕмĕр. Унта республикăра ĕçĕпе чапа тухнă 1700 çын пирки çырса кăтартнă. Çак "ылтăн çÿпçе" питĕ кирлĕ, вăл пире пурсăмăра та чăваш пулса пурăнма хистет.

Сăн ÿкерчĕкри виççĕмĕш çын - Николай Ильичев, вăл чылай вăхăт Ямал-Ненец автономи округĕнче ĕçлесе пурăннă, халĕ Шупашкарта тĕпленме шухăшлать.


Надежда СМИРНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.