Михаил ФЕДОРОВ

30 Юпа, 2015

Институт малаллах талпăнать

Федерацин «Чăваш ялхуçалăх наука тĕпчев институчĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн /Çĕрпÿ районĕ, Сăнав поселокĕ/ коллективĕ Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет-ха? ПБУ директорĕ Андрей Анатольевич ФАДЕЕВ хуравлать.

26 Çу, 2015

Сĕт çав-çавах йÿнелет

Килти хуçалăхсем сутакан сĕт хакне юлашки хут «Хыпарăн» апрелĕн 15-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче тишкернĕччĕ. ЧР Ялхуçалăх министерстви майăн 15-мĕшĕ тĕлне пуçтарнă сводкăна ун чухнехи пĕтĕмлетÿпе танлаштарсан мĕн курăнать-ха?

Пĕтĕм районта сутлăх хак самаях ÿкнĕ. Улатăр районĕнчи А.Красулина пайтаçăн 16 тенкĕ пулнă, 14 юлнă. Ытти усламçă ăна 1-2 тенкĕ чакарнă.

Элĕк тăрăхĕнчи Н.Сергеева, Е.Захаров, «Вурнары Завод СОМ» ООО, «Иволга» ЯК, Д.Никифоров, ытти усламçă хака 2 тенкĕ антарнă.