Сĕт çав-çавах йÿнелет

Килти хуçалăхсем сутакан сĕт хакне юлашки хут «Хыпарăн» апрелĕн 15-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче тишкернĕччĕ. ЧР Ялхуçалăх министерстви майăн 15-мĕшĕ тĕлне пуçтарнă сводкăна ун чухнехи пĕтĕмлетÿпе танлаштарсан мĕн курăнать-ха?

Пĕтĕм районта сутлăх хак самаях ÿкнĕ. Улатăр районĕнчи А.Красулина пайтаçăн 16 тенкĕ пулнă, 14 юлнă. Ытти усламçă ăна 1-2 тенкĕ чакарнă.

Элĕк тăрăхĕнчи Н.Сергеева, Е.Захаров, «Вурнары Завод СОМ» ООО, «Иволга» ЯК, Д.Никифоров, ытти усламçă хака 2 тенкĕ антарнă.

Патăрьел тăрăхĕнчи предпринимательсем сĕтшĕн 2-4 тенкĕ йÿнĕрех тÿлеме тытăннă. Мĕншĕн? Сăлтавне «Хыпар» вулаканĕсене ăнлантарса пама килĕшмеççĕ, хаçатра хăйсен хушаматне асăннăшăн кÿренеççĕ.

Вăрнар енче хак 2-3 тенкĕ ÿкнĕ. Сĕте вырнаçтарма «Вурнары Завод СОМ» обществăпа Етĕрнери сĕт-çу завочĕ юнашарах. Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Куславкка, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен турттарнă пек автомашинăна инçете хăваламалла мар. Апла пулин те Вăрнар енчи килти хуçалăхсенне те 13 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ.

«Молочная империя» кооператив Йĕпреç районĕнче аван хак тытса тăрать: 16 тенкĕ. «Патман» кооперативăн, В.Хлебниковăн, А.Тарасовăн - 14, ыттисен 13 çеç.

Канаш енче сĕт пухакансем те ялйыша 1-3 тенкĕ сахалрах тÿлеççĕ. Çапах та хака чакарас енĕпе «Молочная империя» кооператива пĕри те çитеймен: 6 тенкĕ! Сĕнтĕрвăрринчи Октябрьски райповĕ Куславкка районĕнче 5 тенкĕ катнă. Ытти пайтаçăсем хака 3-4 тенкĕ пĕчĕклетнĕ.

Комсомольски енчи килти хуçалăхсем апрельте кашни литра 15-17 тенкĕлле сутнă, майăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕсене 13-14,4 тенкĕ кăна тÿленĕ.

Красноармейски тăрăхĕнчи килти хуçалăхсен сĕтне /усламçăсем майăн 15-мĕшĕччен 13 тенкĕлле туяннă/, Хĕрлĕ Чутайсенне /12/, Сĕнтĕрвăррисенне /12/ - 2, Муркашсемпе /13/ Вăрмарсенне /12-13/ 1 тенкĕ йÿнетнĕ.

Çĕрпÿпе Шупашкар районĕсенче хак 2-4 тенкĕ аннă, 13-14 тенкĕ шайĕнче тăрать.

Шăмăршăсен вăл 3-4 тенкĕ йÿнелнĕ пулин те лайăхрах: 14-15. Çĕмĕрлесен - 2-4, Етĕрнесен - 1-3, Елчĕксен - 2-3, Тăвайсен 1 тенкĕ пĕчĕкрех, кашни литршăн 12-14 тенкĕ тÿлеççĕ.

Михаил ФЕДОРОВ

Михаил ФЕДОРОВ