Килти хуçалăхсене пулăшаççĕ

19 Çурла, 2015

Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи ветеринари уйрăмне Раиса Ефимова /сăнÿкерчĕкре/ ертсе пырать.

«Районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци унăн умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлать, - терĕ пуçлăх тивĕçĕсене пурнăç­лакан Ирина Николаева. - Ăна Ираида Иванова ветфельдшер пулăшать. Иккĕшĕ Кĕçĕн Патреккел, Каркалар, Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа ялĕсемпе Петровка поселокĕнчи килти выльăха чир-чĕртен сиплеççĕ, вĕсене профилактика тăваççĕ».

Ĕнесене искусствăлла майпа чуптараççĕ. «Районти ветстанци урлă пирĕн пата çитекен вăкăр вăрлăхĕ шанчăклă, - пĕлтерчĕ Раиса Григорьевна. - Ял çыннисем унпа усă кураççĕ, ĕнесене вăкăрпа пĕтĕлентерекен сахал».

Михаил ФЕДОРОВ

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.