Лариса ПЕТРОВА

28 Утă, 2016

«Футболра та пуçа шухăшлаттармалла»

Хĕрачасемшĕн чĕлхепе литература предмечĕсем ансатрах, арçын ачасемшĕн вара — математикăпа физика. Апла пулин те çак предметсене пурте пĕрешкел çăмăллăн парăнтараймаççĕ. Хăшĕ-пĕри уйрăмах ăслă пек туйăнать. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Ачан тăрăшулăхĕпе-ши? Е пуç мимин генилле тытăмĕпе?

28 Утă, 2016

Пур çитĕнÿ те савăнăç кÿрет

Таня Çĕпĕрте çуралнă, анчах мĕн пĕчĕкренех чунĕпе Чăваш Ене туртăннă. Ахальтен мар. Йăх тымарĕсем кунта-çке. Ултă çул каялла вара çемье чăваш çĕрне куçса килнĕ. Кунта пĕтĕмпех интереслĕ те хăйне евĕрлĕ пек туйăннă Таньăна.

28 Утă, 2016

Çĕнтерес пулсан та — пĕрлех

Пĕр парта хушшинче ларакан Максимпа Даниил учителе яланах тимлĕ итлеççĕ. Чăваш чĕлхи урокне уйрăмах кăмăллаççĕ вĕсем, ахальтен мар Надежда Валерьяновна вĕрентекен уйрăлми икĕ туса питĕ мухтать.

14 Утă, 2016

«Талант пулсан мĕнрен хăрамалла?»

Пирĕнтен чылайăшĕ пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас умĕн иккĕленÿ туйăмĕнчен ниепле те хăпаймасть. «Тĕрĕсех тăватăп-ши? Тен, ку — манăн мар? Ыттисем кулма пуçласан?» йышши шухăшсем тепĕр чухне çынна чĕрĕллех кăшлаççĕ.

30 Çĕртме, 2016

Ачасен савăнăçĕ

Кирек епле ÿсĕмри ачана та уяв калама çук пысăк савăнăç. нимĕнпе те виçейми хаваслăх кÿрет. Йĕри-тавра мĕн пулса иртнине пĕчĕкскерсем çивĕчрех тата айванларах йышăнаççĕ-çке. Хуть те мĕнле уяв та вĕсемшĕн — чунтанах кĕтнĕ, тĕлĕнтермĕш асамлăх.

Pages