Ачасен савăнăçĕ

Кирек епле ÿсĕмри ачана та уяв калама çук пысăк савăнăç. нимĕнпе те виçейми хаваслăх кÿрет. Йĕри-тавра мĕн пулса иртнине пĕчĕкскерсем çивĕчрех тата айванларах йышăнаççĕ-çке. Хуть те мĕнле уяв та вĕсемшĕн — чунтанах кĕтнĕ, тĕлĕнтермĕш асамлăх. Сурхури, Çĕнĕ çул, çуралнă кун — шутлама пуçласан чăннипех те ачасен уявĕсем нумаях та мар иккен. Пĕчĕк çыннăн пурнăçĕнче вĕсем ытларах пулсан мĕн тери аванччĕ!

Мăн Этмен ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Горбунов пуçарнипе вырăнти чи пĕчĕк ачасем валли «Сывă-и, хаваслă çулла!» уяв йĕркеленĕ. Хаваслă мероприяти ачасен ашшĕ-амăшĕ хăйсен вăйĕпе ăсталанă ача-пăча площадкинче иртрĕ. Шăпăрлансене саламлама Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, экономика тата пурлăхпа çĕр ыйтăвĕн пайĕн ертÿçи Алина Ярабаева, Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Артемьева килсе çитрĕç.

Ачасем виçесĕр савăнăçне пытармарĕç.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.