И.СЕРГЕЕВА

20 Çу, 2015

Пуçран шăлмĕç

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем Шупашкар арçыннине тытса чарнă. Вăл амфетамин сутни çинчен «шанăç телефонĕпе» шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Йĕрке хуралçисен арçын айăпне çирĕплетмешкĕн сахал мар вăй хума тивнĕ. Юлашкинчен наркополицейскисем хайхискере алăран ярса илме палăртнă. Çапла вара вăл амфетаминăн черетлĕ партине «ярăнтарма» хăтланнă чухне çакланнă.

15 Çу, 2015

"Шанăç телефонĕ" сасă парсан...

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕнче "шанăç телефонĕ" сасă панă... Шупашкар çынни пĕлтернĕ хыпар пуш параппан шавĕ çеç пулман. Наркополицейскисем тĕп хулан Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи пĕр çуртăн подъездĕнче икĕ çамрăка, наркотиксемпе тăнне-пуçне пăтратнăскерсене, тытса чарнă.

23 Ака, 2015

Тĕрмене лекес килсен...

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем героинăн Чăваш Республикинелле хывнă тепĕр каналне пÿлсе хунă. Таджикистанра çуралса ÿснĕ арçынна тытса чарнă.

36 çулти çак арçын наркотике пытарса упрамалли хăйне евĕрлĕ вырăн тупнă. Героина кроссовки тĕпне шал енчен хунă çÿхе сăран айне меллĕ вырнаçтарнă. Наркополицейскисем хăйсен ĕмĕрĕнче тем те курнă. Хальхинче те вĕсене шăнман пăр çине лартса хăварайман. Арçыннăн Мускавра тара илнĕ хваттерĕнче 130 грамм наркотик тупнă.

13 Нарăс, 2015

Тÿлев виçи ÿсĕ-и?

Ача садике çÿренĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелле пулĕ? Хальлĕхе паллă мар-ха. Пурне те тивĕçтерме пултаракан виçене Шупашкар хула ертÿлĕхĕ, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕ, яваплă ытти служба пĕрле канашласа палăртĕç.

Pages