Тÿлев виçи ÿсĕ-и?
Ача садике çÿренĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелле пулĕ? Хальлĕхе паллă мар-ха. Пурне те тивĕçтерме пултаракан виçене Шупашкар хула ертÿлĕхĕ, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕ, яваплă ытти служба пĕрле канашласа палăртĕç.
Ÿссе пыракан инфляци хăйĕн ĕçне тăватех ахăртнех. Кăшт маларах ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн ларăвĕнче садикшĕн 10-15 процент ытларах тÿлемелле пулассине палăртнăччĕ. Хальлĕхе Шупашкарта тÿлев малтанхи виçерен иртмен. Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - шкулчченхи учрежденисем 2015 çулхи январьте пĕлтĕрхи августри хаксемпех апат-çимĕç туяннă.
Хальхи вăхăтра ÿсĕм шайне пĕчĕклетес тĕллевпе садиксенче меню улăштараççĕ. Апат пахалăхне тата шайлашăвне сиен кÿмесĕр кĕтмен çĕртен хакланса кайнă çимĕçсене йÿнĕреххисемпе улăштарасшăн. Тĕслĕхрен, 7, 105, 106, 134, 167, 201-мĕш садиксенче сăнав ирттернĕ, менюна çĕнĕ блюдăсем кĕртнĕ: чăх катлечĕ, пĕвертен хатĕрленĕ çимĕçсем тата ытти те. Çĕнĕ менюна ашшĕ-амăшĕ тутанса пăхса хак панă. Тĕпрен илсен çĕнĕ апат-çимĕç пурне те тивĕçтернĕ.
Сăмах май, хăш-пĕр регионта кăçалхи январьтен садик тÿлевĕ 10-50 процент ÿснĕ. Тĕслĕхрен, Хусанта ача пĕр кун садикре пулнăшăн малтанхинчен 12 процент ытларах тÿлемелле, Воронежра - 16, Новосибирскра - 30, Мускавра - 50 процент.
И.СЕРГЕЕВА