"Шанăç телефонĕ" сасă парсан...
ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕнче "шанăç телефонĕ" сасă панă... Шупашкар çынни пĕлтернĕ хыпар пуш параппан шавĕ çеç пулман. Наркополицейскисем тĕп хулан Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи пĕр çуртăн подъездĕнче икĕ çамрăка, наркотиксемпе тăнне-пуçне пăтратнăскерсене, тытса чарнă.
Хыпар илсенех оперативлă ушкăн палăртнă адреспа çула тухнă. Вырăна çитсен йĕрке хуралçисем 20 çулсенчи икĕ çамрăка, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаканскерсене /вĕсенчен пĕри - Казахстан гражданинĕ/, асăрханă. Çынсене арçынсем иртен-çÿрен асăрхаттарнине илтменни, курманни сисчĕвлентернĕ. Наркополицескийсем çамрăксен çумĕнче пысăк виçепе синтетика хутăшĕсене тупнă, туртса илнĕ. Хальхи вăхăтра управлени ĕçченĕсем çак наркăмăш ăçтан килнине палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
Наркотĕрĕслев управленийĕ тепĕр хут аса илтерет: усăллă наркотик пулмасть. Психоактивлă япаласем самантрах хăйсен серепине ярса илеççĕ е вĕлереççĕ. Ырă чунлă çынсен тимлĕхĕ вун-вун çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. "Шанăç телефонĕпе" - 23-01-00 - пĕлтернĕ пĕр хыпара та айккине сирсе хумаççĕ. Вăл талăкĕпех ĕçлет.
И.СЕРГЕЕВА.