Тĕрмене лекес килсен...

23 Ака, 2015

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем героинăн Чăваш Республикинелле хывнă тепĕр каналне пÿлсе хунă. Таджикистанра çуралса ÿснĕ арçынна тытса чарнă.

36 çулти çак арçын наркотике пытарса упрамалли хăйне евĕрлĕ вырăн тупнă. Героина кроссовки тĕпне шал енчен хунă çÿхе сăран айне меллĕ вырнаçтарнă. Наркополицейскисем хăйсен ĕмĕрĕнче тем те курнă. Хальхинче те вĕсене шăнман пăр çине лартса хăварайман. Арçыннăн Мускавра тара илнĕ хваттерĕнче 130 грамм наркотик тупнă.

Çÿлерех асăннă преступленисемшĕн Таджикистан çыннин 12 çул та çичĕ уйăх çирĕп режимлă колонире ирттерме тата 400 пин штраф тÿлеме тивĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: