И.СЕРГЕЕВА

27 Кăрлач, 2015

«Пылак тĕтĕме» юратсан...

Канаш район сучĕ 26 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пăнчă лартнă. Канаш хулинче пурăнаканскере пысăк виçепе наркотик тата психотроплă япаласене саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, пĕрле илсе çÿренĕшĕн айăпланă.

Следстви пухнă материалсем айăпа туллин çирĕплетме май панă. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче хайхи арçын Мускаври метрополитенра 2,11 грамм марихуана, 2,7 грамм гашиш, 2,04 грамм амфетамин туяннă.

24 Кăрлач, 2015

Малашлăх - çамрăксенче

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕ право хуралĕсен органĕсем валли кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлет.

«Ача-пăча полици академийĕ» шăпах «кадрсен лаççисенчен» пĕри пулса тăрать те ĕнтĕ. Раççейре кун йышши шкул урăх çук. Вăл тăхăр çул каялла управленипе Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ тăрăшнипе йĕркеленнĕ. Академире виçĕ çул ăнăçлă вĕреннĕ ачасене хавхалантарас тĕллевпе ведомство вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме яраççĕ, чылайăшĕ çĕршыври чаплă аслă шкулсен студенчĕсемпе курсанчĕсем пулса тăрать.

16 Кăрлач, 2015

Чăваш хĕрĕсем питĕ вăйлă, питĕ шăнăрлă...

Спорт - кашни çын пурнăçĕнче хăйне евĕр питĕ кăсăклă, ÿт-пÿ тата кăмăл-туйăм вăй-хăватне кăтартма май паракан пулăм. Тĕнчере çулсерен спортпа кăсăланакансен шучĕ ÿссех пырать. Уйрăмах хĕрарăмсен хушшинче унăн сумĕ пысăк. Юлашки вăхăтра черченкĕ кĕлетке-çурăмлăскерсем халиччен хĕрарăмсен мар шутланнă дисциплинăсенче пысăк çитĕнÿсем тума, арçын спортсменсен рекорчĕсене çĕнетме хевте çитереççĕ.

30 Раштав, 2014

Раштав пирĕштийĕсем

Çĕнĕ çул тата Раштав умĕн Вăрнарти историпе таврапĕлÿ музейĕ район çыннисене хăйне евĕрлĕхпе тĕлĕнтересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Елена Шарипова ырă та асамлă уявсене кашнинчех çĕнĕ шухăшпа пуянлатать. Хальхинче вăл тăрăшнипе "Раштав пирĕштийĕсем" курав-конкурс уçăлчĕ.

30 Раштав, 2014

Уявсем кичем пулмĕç

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин правительство членĕсемпе, федерацин тата муниципалитет влаç органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков социаллă ушкăнри граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерни çинчен каласа кăтартнă.

Pages