Комментари хушас

24 Кăрлач, 2015

Малашлăх - çамрăксенче

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕ право хуралĕсен органĕсем валли кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлет.

«Ача-пăча полици академийĕ» шăпах «кадрсен лаççисенчен» пĕри пулса тăрать те ĕнтĕ. Раççейре кун йышши шкул урăх çук. Вăл тăхăр çул каялла управленипе Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ тăрăшнипе йĕркеленнĕ. Академире виçĕ çул ăнăçлă вĕреннĕ ачасене хавхалантарас тĕллевпе ведомство вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме яраççĕ, чылайăшĕ çĕршыври чаплă аслă шкулсен студенчĕсемпе курсанчĕсем пулса тăрать.

Наркотĕрĕслев управленийĕн ертÿçисем çулсеренех пултаруллă вĕренекенсемпе тĕл пулаççĕ. Кăçал çак мероприятие хĕллехи каникул вăхăтĕнче йĕркелерĕç. Хăнасен йышĕнче Полици академийĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра аслă шкулсенче пĕлĕвне ÿстерекен çамрăксем пулчĕç. «Тĕрлĕ наукăна ăса хывнисĕр пуçне эпир Тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме вĕренетпĕр, дисциплинăна çирĕп пăхăнма, тĕрлĕ çынпа хутшăнусем йĕркелеме хăнăхатпăр. Çак пахалăхсем пире малашнехи пурнăçра, ĕçре пулăшса пырасси пирки иккĕленместпĕр», - терĕç вĕсем.

Çĕпĕр юридици институтĕнче вĕренекен Вадим Соколов старшина аслă шкулти йăла-йĕркепе, казармăри пурнăçпа, çамрăксем валли йĕркелекен проектсемпе паллаштарчĕ. «Институт Никарагуа Республикинче филиал уçнă. Ют чĕлхесене пĕлекен курсантсем унта практика ирттереççĕ», - пĕлтерчĕ В.Соколов.

Мария Архипова курсант каланă тăрăх - юридици институтĕнче вĕренсе хĕрсем дисциплинăна хăнăхаççĕ, общежитире пурăнма услови çителĕклех. Александр Натахин Полици академийĕнче вĕренни професси суйлама пулăшнине, унта пухнă пĕлÿ института кĕме çеç мар, халĕ те нумай пулăшнине палăртрĕ. «Манăн пурнăçра спорт питĕ пысăк вырăн йышăнать. Институтра спортпа туслашма майсем аван - кашниех чун киленĕçне тупма пултарать», - терĕ курсант.

Раççей МЧСĕн пушарпа кĕрешекен службин академийĕнче вĕренекен Павел Осипов Хакассире шыв илнĕ хыççăнхи инкеке сирме хутшăннă. Практикăра ăна вĕренÿ учрежденийĕнче пухнă пĕлÿ, опыт чылай пулăшни çинчен пĕлтерчĕ вăл.

Раççей МЧСĕн Санкт-Петербургри университечĕн курсанчĕ Денис Тихонов талăклăх нарядсенчи службăпа паллаштарчĕ. «Ятарлă вĕренÿ учрежденийĕсене патшалăх пулăшни вĕренме хавхалантарать. Эпир стипенди илетпĕр, тумтирпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Право хуралĕн органĕсенчи пекех хавхалантармалли тата явап тыттармалли йĕрке пур. Çакă пире дисциплинăна пăхăнма, яваплăха туйма хăнăхтарать», - каласа кăтартрĕ вăл.

Тĕлпулура çавăн пекех çамрăксен хушшинче наркомани сарăлни çинчен калаçрĕç, профилактика ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕç. Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - вĕреннĕ вăхăтрах хĕрсемпе каччăсем управлени ирттерекен тĕрлĕ мероприятие волонтер пек хутшăнаççĕ, чылай ыйтăва татса пама пулăшаççĕ.

 

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.