Ирина ПУШКИНА

20 Çу, 2014

Ăнтăлуллă çамрăка патшалăх тĕрев парать

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта регионсен хушшинчи вĕренекен çамрăксен ăслăлăхри пултарулăхĕн "Анлă Атăл çамрăклăхĕ" XVI фестиваль-конференцийĕ уçăлчĕ.

15 Çу, 2014

Çирĕп çемье - патшалăх мăнаçлăхĕ

Хĕвел пайăрки çĕнĕ кун пуçланнине систерсе чÿречерен пÿртелле кĕрет. Ыйхăран вăраннăскер ачамсем çывăракан пÿлĕме шăппăн иртетĕп. Сирĕлнĕ утиялĕсене майлаштарса витетĕп те пĕр авăк пепкемсем мĕнлерех мăшлатса тĕлĕрнине сăнатăп. Пĕр тикĕс сывланипе лăпланса черетлĕ ире хавхаланупа кĕтсе илетĕп. Тĕнчери нумай-нумай амăшĕшĕн кун шăпах çапла пуçланни пирки пĕртте иккĕленместĕп. Çемьери тăнăçлăх - пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма паракан тĕп хавха.

7 Çу, 2014

Тăпăлнă калчана чĕртеймĕн

Шкулта вĕреннĕ çулсенче хамăра "çĕнĕ пурнăç калчисем" тесе каланине тăтăшах илтме тÿр килетчĕ. Этеме ÿсен-тăранпа танлаштарни ăнăçлах та мар-и тен, çапах ку сăмах çаврăнăшĕ чĕрене темĕнле ырă варкăшпа витеретчĕ. Пурнăç малашне тата илемлĕрех, тĕнче çутăрах, çынсем ырăрах пулассăн туйăнатчĕ-ши? Çитĕнтĕмĕр. Самани ача чухнехинчен чăнах та урăхларах. Шел, "калчисем" те... Хамăра ăс-тăн панă аслă ăру шанăçне тÿрре кăларайрăмăр-и? Сочиненисенче шăрçаланă шухăшсен ытларах пайне пурнăçа кĕртеймерĕмĕр вĕт.

7 Çу, 2014

Диктант çырни чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн сасăланиех

Чăвашлăх тĕнчишĕн палăрăмлă черетлĕ пулăм хыçа юлчĕ: пĕтĕм халăхпа пĕрле тăван чĕлхепе диктант çыртăмăр. Çакнашкал акцие ирттерес йăла вырăссенчен пуçланчĕ пулин те чăвашсем проектăн пĕлтерĕшне тарăнлатни паха: чи авалхи илемлĕ чĕлхесенчен пĕри шутланакан чĕлхене пулас ăрусене те пехиллес, унăн пуянлăхне упрас, хамăр тăван культурăран писесрен сыхланас тĕллеве тĕпе хунă. Ахальтен мар йĕркелÿçĕсем пĕтĕм чăваш диктантне Чăваш чĕлхи кунĕнче çырма тĕв турĕç.

Pages