Ирина ПУШКИНА

24 Ака, 2014

Ыран хамăра тĕрĕслĕпĕр

Ыран, Чăваш чĕлхи кунĕнче, пĕтĕм халăхпа пĕрле диктант çырăпăр. Хăйне евĕр акцие хутшăнма кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче 13.00 сехет тĕлне кĕтеççĕ.

24 Ака, 2014

Телей маршручĕ: Барселона - Шупашкар

- Нина, атя кĕнеке вулатпăр. Хăш страницăна çитнĕччĕ-ха эпир? - аллине чăваш букварĕ тытнă арçын пиллĕк тултарайман хĕр пĕрчийĕпе юнашар вырнаçса ларать.

23 Ака, 2014

Эрне кун хамăра тĕрĕслĕпĕр

"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2014" акци иртес кун çывхарать. Эрне кун чăваш чĕлхипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем алла калем тытĕç. Хăш учрежденири аудиторие çул тытĕç? Диктант текстне камсем вулĕç?

10 Ака, 2014

Евгений КАРПЕЕВ: "Конкуренци çĕннине шырама хистет"

Каçал енре юлашки тапхăрта тĕрлĕ объект "ÿссе" ларнине иртен-çÿрен асăрхатех ĕнтĕ. Район центрĕнче улшăну-аталану пушшех сисĕнет: лавкка, апатлану-кĕреке пÿлĕмĕ, хăна çурчĕ йышлансах пырать. Акă юлашки çул çÿрев вăхăтĕнче эпĕ те, тăван тăрăхра час-часах пулнине пăхмасăр, çĕнĕлĕх асăрхарăм: "Сахарок" лавкка уçăлнă.

9 Ака, 2014

Хамăр чан çапмасан

Урăхла нимĕнле сăмах та тупса калаймăн: шкулти вĕренÿ программинче тăван чĕлхепе тата культурăпа çыхăннă предмет сехечĕсене сахаллатсах пынине курса тăнăран ăна ура хунă пекех туйăнать. Мĕнех тăвăн: федерацин Патшалăх вĕренÿ стандартне çирĕп пăхăнма тивет тетпĕр-çке.

Pages