Комментари хушас

24 Ака, 2014

Ыран хамăра тĕрĕслĕпĕр

Ыран, Чăваш чĕлхи кунĕнче, пĕтĕм халăхпа пĕрле диктант çырăпăр. Хăйне евĕр акцие хутшăнма кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче 13.00 сехет тĕлне кĕтеççĕ. Диктант çырмалли бланксем, аудиторисем, текст вулавçисем хатĕр.

ЧППУра /асăннă проектăн протокол пайĕ çавăнта иртĕ/ пухăннă çынсен пĕр ушкăнĕ диктанта унăн авторĕ Марина Карягина вуланă май çырĕ. Тепĕр ушкăна вара текстпа Алиса Чайникова, «Чăваш пики - 2013» конкурс çĕнтерÿçи, паллаштарĕ. Чăваш халăх артистки Светлана Савельева, Виталий Сергеев артист та çак акцире «диктор рольне вылĕç».

Пĕтĕм чăваш диктантне аудиторие пымасăр çыракансен Чăваш наци радиовне е Тăван радиона тимлĕн итлеме тивĕ. Çÿлерех асăннă вăхăтра диктант текстне тÿрĕ эфирта вулĕç. Алăпа çырнă е компьютерпа наборланă текста вăраха ямасăр электрон почтин çак адресĕпе ярса памалла: totalĕdictantĕ2014@yandexĕruĕ Проектăн йĕркелÿ комитечĕ тĕрĕслекенсен шанчăклă десанчĕ хатĕррине пĕлтерчĕ. Сăмах май, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вĕренÿ институтĕнче диктант çырма кăмăл тăвакансем валли консультаци йĕркеленĕ. Çавăн чухне хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхакансем те пулнă. Вĕсен йăнăшĕсене вырăнтах тишкернĕ.

Сас-хура тăрăх - кăçалхи акцие РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш чĕлхине тăрăшсах вĕренекенскер хăйĕн пĕлĕвне пĕрлехи проектра та тĕрĕслеме тĕллевленет-мĕн.

 

n Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.