Çирĕп çемье - патшалăх мăнаçлăхĕ
Хĕвел пайăрки çĕнĕ кун пуçланнине систерсе чÿречерен пÿртелле кĕрет. Ыйхăран вăраннăскер ачамсем çывăракан пÿлĕме шăппăн иртетĕп. Сирĕлнĕ утиялĕсене майлаштарса витетĕп те пĕр авăк пепкемсем мĕнлерех мăшлатса тĕлĕрнине сăнатăп. Пĕр тикĕс сывланипе лăпланса черетлĕ ире хавхаланупа кĕтсе илетĕп. Тĕнчери нумай-нумай амăшĕшĕн кун шăпах çапла пуçланни пирки пĕртте иккĕленместĕп. Çемьери тăнăçлăх - пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма паракан тĕп хавха.
Журналист калемĕ лирикăна сулăнни аванах мар пулĕ те - паянхи темăна унсăрăн уçайăн-и? Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Эппин, калас сăмахăм хальхинче çемьен çын пурнăçĕнчи вырăнĕ-пĕлтерĕшĕ тавра пулĕ. Атте-анне, асатте-асанне, кукамай-кукаçи, пичче-шăллăм, аппа-йăмăк, мăшăр, ача-пăча, мăнук... - мĕн тери пуян чăваш чĕлхинчи çемье лексики! Çакă пирĕн тăхăмсем этем кун-çулĕнче çемьене чăннипех сумлă вырăна хунине палăртмасть-и?
Раççей, тĕнчери кирек хăш çĕр-шыв пекех, хăйĕн историйĕнче тĕрлĕ саманана тÿсет. Акă пирĕн ăру социализм тапхăрĕнче кун çути курчĕ те паян пач урăх йÿтĕмпе аталанакан вăхăта кĕрсе ÿкрĕ /демократипе капитализм евĕрлевĕ темелле-ши ăна?/. Кашни саманан - хăйĕн ырă-япăх енĕсем. Çемье хаклăхĕсем çинчен калаçас чухне те тĕрлĕ ÿкерчĕке куç умне кăларма тивĕ. Пĕр-икĕ-виçĕ уйăхри пепкине кампа май пур çавăнпа хăварса амăшĕ ĕçе васкани, продразверстка ыйтнине пурнăçласа кил-йыш хăй мĕнпе тăранасса шухăшламасăр пурлăхне патшалăх валли ăсатни, ачи Мăн кунра çăмарта пуçтарма хутшăннăшăн ашшĕне е амăшне парти ретĕнчен кăларни, çав вăхăтрах çамрăк мăшăра колхоз-совхоз шучĕпе çурт янтăласа пани, туй валли ылтăн çĕрĕ туянма патшалăх укçа-тенкĕ уйăрни... - нимĕн те манăçман халăхра.
Çемье обществăн пĕр пĕчĕк пайĕ тенине шкул сакки çине ларсанах илтме тытăннă. Апла пулин те ачалăхра чылайăшĕ унăн чăн пĕлтерĕшне чухласах çитереймен-тĕр. Çитĕнсе "йăва" çавăрнă хыççăн - пурăнма хавхалантаракан чи пысăк хăват чăннипех унра пулнине туйсан - тин пуçа шăнăçать вăл. Калас шухăшăма яр уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмахĕсем вырăнлă: "Ача мĕнле çын пулса çитĕнессине пуринчен ытла çемье витĕм кÿрет. Çемье - вăй-халпа хавхалану çăл куçĕ, яланах юратупа ăшăтакан, çитĕнÿсемпе савăнтаракан, малашлăха шанăç парнелекен вырăн". Политика лидерĕ-и, паллă бизнесмен-и, чаплă артист-и - çемьери çураçусăр вĕсен карьери ниме те тăмĕ. Çывăх çынсен юратăвĕ пек урăх нимĕн те чикĕсĕр хавхалану кÿреймĕ.
Телее, пирĕн патшалăх çемье хаклăхĕсене тивĕçлĕ шая лартать теме май пур. Унсăрăн вĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ саккун вăя кĕрĕччĕ-и? Çемье /амăшĕн/ капиталĕпе, пурăнмалли çурт-йĕр çавăрнă чухне паракан çăмăллăхсемпе, виçĕ е ытларах ачашăн уйăракан çĕр лаптăкĕпе, пилĕк е унран та ытларах çул çитмен ачаллисене пурăнмалли çуртпа тивĕçтернипе мухтанма пулатех. Паллах, лайăххин чикки çук - ку та сахал пек туйăнать. Патшалăхран ырă улшăну пĕрмаях кĕтетпĕр-ха, хамăр вара...
Çемье чăннипех савăнăç çăл куçĕ пултăр тесен унăн тулли пулмалла: çитĕнекен ачана ашшĕ те, амăшĕ те кирлĕ. Пирĕн чăваш хĕрарăмĕсен упăшкисем вара çурри тенĕ пек çемьерен аякра кун кунлаççĕ. Çук, вĕсене "шапашра"çÿренĕшĕн ÿпкелешместĕп, тĕпренчĕкĕсем ашшĕ тĕревĕсĕр ÿснĕшĕн пăшăрханатăп çеç. Шкулта вĕренекен ывăлне физикăн е химин ăнланма йывăр вăрттăнлăхĕсене кайран - май пур чухне - ăнлантарма манмĕç-и, кĕçĕн класра ăс пухакан шăпăрланпа вăрăм çулран таврăнсан шашкăлла выляма вăхăт тупĕç-и вĕсем?.. Ĕçлесе илнĕ укçа кĕсйинче самай мăкăрланса тăнă чухне "çуттине" те ытларах ас тивмĕç-и? Тепĕр тесен хуçалăхри кулленхи ĕçпе хăшкăлнă мăшăрĕсене тимлĕхсĕр хăвармĕç-и?
Чăнлăха пытараймăн: вырăнта тивĕçлĕ шалу илейменрен паян ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те аякра ĕçлени, вĕсен ачисем вара опекунсен аллинче çитĕнни - хăнăхнă пулăм. Ан тив: опекун вырăнĕнче тăван кукамăшĕ е асламăшĕ пултăр - тĕнчепе, пурнăçпа паллашса çеç пыраканскере çемье пуçĕсен вĕрентсе-кăтартса пымалла, чун ăшшине куллен парнелемелле-çке.
Кунашкал кăткăслăхпа шăла çыртса çырлахсан та çивĕч тепĕр ыйтупа ниепле çураçма май çук: республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă социаллă тăлăх йышлă. Тĕрлĕ сăлтава пула çывăх çыннисенчен уйăрма тивнĕ ачасене патшалăх учрежденийĕсенче пур енлĕн аталантарса ÿстерме кăткăс. Аталаннă хăш-пĕр çĕр-шыв /Израиль, Швеци.../ ырă опычĕ пирĕн тăрăхра та йăл илет: ача çурчĕсене Раççейре те майĕпен пушатма тытăнчĕç. Тăван ашшĕ-амĕшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисене çемьесене вырнаçтарас юхăм Чăваш Енре те вăй илчĕ. Çапла асăннă категорири çул çитмен ачасене усрамалли пĕр учрежденире тăлăхсем юлмарĕç /сăмахăм - Канашри интернат хупăнни çинчен/. Ют пепкесене хăйсен çунатти айне илнĕ çемьесем вĕсене хăйсен тĕпренчĕкĕсем пекех йышăнса çителĕклĕ тимлĕх уйăрччăр çеç - "тăлăхсенчен" обществăн çирĕпленнĕ йĕркисене, саккуна пăхăнса пурăнакан ывăл-хĕрсемех çитĕнĕç. Çутă кун парнеленĕ ашшĕн е амăшĕн чурăслăхĕ кăна вĕсене юнпа ан куçтăрччĕ.