Тăпăлнă калчана чĕртеймĕн
Шкулта вĕреннĕ çулсенче хамăра "çĕнĕ пурнăç калчисем" тесе каланине тăтăшах илтме тÿр килетчĕ. Этеме ÿсен-тăранпа танлаштарни ăнăçлах та мар-и тен, çапах ку сăмах çаврăнăшĕ чĕрене темĕнле ырă варкăшпа витеретчĕ. Пурнăç малашне тата илемлĕрех, тĕнче çутăрах, çынсем ырăрах пулассăн туйăнатчĕ-ши? Çитĕнтĕмĕр. Самани ача чухнехинчен чăнах та урăхларах. Шел, "калчисем" те... Хамăра ăс-тăн панă аслă ăру шанăçне тÿрре кăларайрăмăр-и? Сочиненисенче шăрçаланă шухăшсен ытларах пайне пурнăçа кĕртеймерĕмĕр вĕт. Пионер галстукĕ çыхнă е комсомол значокне кăкăр çине çирĕплетнĕ самантсенче тупа туни чылайăшĕшĕн пушă сăмах шайĕнче кăна юлчĕ. Пурнăçри ÿкерчĕксем "çĕнĕ пурнăç калчисен" илĕртÿлĕхĕ суя пулнине йышăнма хистеççĕ.
Эпĕ пурăнакан çурт çывăхĕнчех хупах вырнаçнă. Куллен тенĕ пек хĕрĕнкĕ арçынсене тĕл пулма тивни - пĕр инкек, вĕсемпе пĕр ушкăнра хăйсене килпетсĕр тытакан хĕрарăмсене /30-40 çулсенче/ курсан... Тахçанах та мар çав тантăшăмсем чиперлĕхĕпе каччăсене çунтарнă-тăр. Чĕри суйланă савнă çыннисемпе пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма, сывă та хитре ачасем çуратма ĕмĕтленнĕ-тĕр. Тĕпренчĕкĕсем пур-ха вĕсен, анчах... Те шкула кайнă, те урокĕсене тунă, те вăхăтра апатланнă - кам пĕлет. Амăшĕн - урăх шухăш çав: пуçне "симĕс çĕлен" минретнĕ. Хаяррипе айкашакана ĕçрен пăрнă, упăшки те теплерен пĕрре аякра ĕçлесе илнĕ укçа-тенкипе пырне чÿхеме юратать - ачине шкулта апат çиме укçа юлмасть те. Имшер "калчасем" пурнăçа кирлĕ пек йĕркелеймеççĕ - мĕн тăвăн.
Çак кунсенче тĕп хулари налук инспекцине деклараци памашкăн кайрăм. Икĕ пÿлĕме - чере-е-ет!!! Вĕçĕнче кам пулнипе интересленетĕп. Ятуллă тум тăхăннă, галстуклă, аллине кейс тытнă çамрăк арçын /культурăсăр тесе кам калама хăйтăр?!/ хул пуççирен çулса илчĕ те: "Çавăнталла кайса шырăр черет вĕçне", - терĕ. Кÿренĕве çиеле кăлармасăр аран чăтрăм. Документсене памашкăн кĕрсен юнашар пÿлĕмрен палланă сасă хăлхана кĕчĕ: галстуклă çын самай пысăк предприятин пуçлăхĕ пулнине ăнлантăм. "Çĕнĕ пурнăçăн" çак "калчи" пурлăх никĕсне çирĕплетме вĕреннĕ пулас-ха, килпетлĕх урокĕсене, шел, ăша хывайман.
Кĕçĕн ывăлăм çÿрекен садикре ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене лăпкăн, ытлашши тавлашусăр пăхса тухрăмăр. Саланма тесех шухăшланăччĕ - ушкăн варрине пĕр ачан ашшĕ сиксе тухрĕ. Мĕн тери "ăслă" доклад хатĕрленĕ вăл! Пирĕн воспитательсем ниме тăман педагогсем имĕш: ачасене юраман мелсемпе айăплаççĕ, занятисем ирттерме, шăпăрлансене ырă кăмăллăх манерĕсене хăнăхтармаççĕ т. ыт. те. 30-сенчи арçын хăйĕн амăшĕн ÿсĕмĕнчи воспитателе тĕрĕс мар ÿпкелешсе кÿрентернĕшĕн намăсланмарĕ. Темиçе кунран ачасем чăнахах юратакан вĕрентÿçĕ больницăна лекрĕ: чĕри канăçсăрлантарма тытăннă. Сăмахпа çынна вĕлерме те пулать тесе ахальтен каламан.
Пурнăçри çакнашкал кăмăлсăр самантсем пирки çырса хут та сая ямалла марччĕ пулĕ. Анчах паян - чĕнмĕпĕр, ыран - курмăш пулăпăр, виçмине кунашкал ÿкерчĕк пурнăç йĕрки пекех туйăнма пуçлĕ. Çав хушăра вара тепĕр ăру çитĕнсе "çĕнĕ пурнăç" сукмакне хывма пуçлĕ. Йĕри-тавра куçа тăрăнакан сапăрсăрлăха асăрхаманçи пулса культурăллă пулайĕ-ши вăл? Хăйĕн тĕнчине ырă йăласенчен кăна хăтлама мехел çитерĕ-и? Темĕнле çав... Пушă вăхăтне компьютерпа вăрçăлла выляса кăна мар, тĕнче классикинчи хăш-пĕр кĕнекене вуласа та ирттерекен "калчасем" йышлăрах пулсан - аптăрамăпăр. Анчах Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" е, калăпăр, Антуан де Сент-Экзюперин "Маленький принц" йышши хайлавĕсене ăша хывакансем сайралансах пымаççĕ-и? Аслисен ачисен воспитанийĕпе аппаланма кирек хăçан та вăхăт çителĕксĕрри /пурнăç хистенипе чылайăшĕ Мускава е Питĕре уйăхлăх тухса каять, тепри кунтах икĕ-виçĕ ĕçе кÿлĕнет/ хирĕç килсе çапакан хума çаврăнмĕ-и? Каллех пурнăçри усал тĕслĕх асăма килчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче Вăрмар районĕнчи пĕр ялта икĕ ача ашшĕ - вăй питти, ĕçчен арçын - хăйĕн çине алă хунă. Икĕ уйăх ытларах вăхăтран тăлăх арăмĕн /шăп çав вăхăтра çĕр-шывăн тĕп хулинче ĕçленĕ/ татах пысăк хуйхă тÿсме тивнĕ: çул çитмен ывăлĕ ашшĕн çулĕпех кайнă. Шкул ÿсĕмĕнчи арçын ачан Интернетри социаллă сетьре çырса хăварнă сăмахĕсем çÿç-пуçа вирелле тăратаççĕ: "Çынсем, эсир пурте ытла та усал. Каятăп эпĕ сирĕн патăртан..."
Каснă чĕлле ниепле те каялла çыпăçтараймăн. Тăпăлнă калчана - чĕртеймĕн. Йывăр-и, çăмăл-и, хамăр пурнăç панă пепкесене çĕнĕ пурнăç калчисем пек курсах çитĕнтересчĕ. Вĕсене пурнăçа вĕрентессине, ырăпа усала уйăрма хăнăхтарассине ырана хăвармасăр. Кая юлсан... Çук, ан шăттăрахчĕ каю.