Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

28 Ака, 2021

Пушартан сыхланар

Республикăра ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим вăя кĕчĕ. Çак тапхăрта мĕн тума юранипе юраманни, вăрман пушарĕсем пирки мĕн пĕлмелли çинчен Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитетĕнче /ГКЧС/ йĕркеленĕ брифингра каласа кăтартрĕç.

27 Ака, 2021

МЧС ĕçченĕсем юн пачĕç

«Юн парса ыттисен пурнăçне çăлар» — шăпах çак ятпа паян Шупашкарта Республикăри юн илекен станцире акци иртрĕ: Раççей МЧСĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем юн пачĕç. Ăна Раççей пушар хуралĕн кунне халалланă.

24 Ака, 2021

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă турĕç

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен представителĕсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

Чи малтанах вăл районсемпе хуласен курав экспозицийĕсемпе паллашрĕ. Вĕсем ялсемпе хуласене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă программăсемпе килĕшӳллĕн мĕнле проектсене пурнăçланипе кăсăкланчĕ.

9 Ака, 2021

Кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

30 Пуш, 2021

Çул çинче инкексем ан пулччăр

Паян Чăваш Республикинчи Правительствăн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта авари час-часах тухакан вырăнсен шутне чакарассипе, çул çинче пулакан инкексен сăлтавĕсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.

Pages