Пушартан сыхланар
Республикăра ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим вăя кĕчĕ. Çак тапхăрта мĕн тума юранипе юраманни, вăрман пушарĕсем пирки мĕн пĕлмелли çинчен Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитетĕнче /ГКЧС/ йĕркеленĕ брифингра каласа кăтартрĕç.
ГКЧС председателĕ Олег Яковлев республикăра çулталăк пуçланнăранпа 515 пушар /ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне/ пулнине пĕлтерчĕ: пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5,5% сахалрах. Вут-çулăмра вилнисен шучĕ, шел те, кăçал 2,6 хут ӳснĕ: 50 çын пурнăçĕ татăлнă /пĕлтĕр 19/. Олег Николаевич пушарта харăсах темиçе çын вилнĕ инкексем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Типнĕ курăкпа çӳп-çапа çунтарнăран кăçал «хĕрлĕ автан» 157 хутчен алхаснă. Ведомство ертӳçи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Канаш районĕнче хăйĕн сад лаптăкĕнче çӳп-çап çунтарнă чухне асăрханманран 86-ри хĕрарăм вилнине пăшăрханса пĕлтерчĕ.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров вут-çулăм ытларах пурăнмалли секторта алхаснине пĕлтерчĕ. Пушарсен 70-75% ялсенче пулни пирки пăшăрханса каларĕ. Çакна пулах вутра вилекенсен шучĕ те, паллах, ялсенче пысăкрах. Николай Валерьянович пурăнмалли секторта тухакан инкексен шучĕ кăçал — 12%, мунчасем çуннипе çыхăннисен 5% пысăкланнине асăнчĕ.
«Республикăра кулленех 26 профилактика ушкăнĕ ĕçлет, вĕсен йышĕнче — Раççей МЧСĕн, республикăри ГКЧСăн, ВДПО, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, ял старостисем. Вĕсем кунсерен рейд йĕркелеççĕ, вăрман çумĕнчи ял-поселока тĕрĕслеççĕ. Çак ушкăнсем эрнере 80-90 яхăн рейд ирттереççĕ, çав шутрах — канмалли кунсенче те. Паянхи кун тĕлне йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе 58 протокол çырнă. Эпир хыт хура пусса илнĕ çĕр лаптăкĕсен хуçисене асăрхаттаратпăр, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене вăрманпа ял-поселок хушшинчи çĕре сухаламалли пирки аса илтеретпĕр. Кăçал профилактика мероприятийĕсене 45 пин çынна хутшăнтарнă», — терĕ Николай Петров. Вăл пушара хирĕçле ятарлă режим вăхăтĕнче вăрманта тата ун çумĕнчи территорисенче, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсемпе юнашарти лаптăксенче типĕ курăка çунтарма, кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме юраманни пирки аса илтерчĕ. Паллах, кану кунĕсенче вăрмана канма каяс, шашлăк ăшаласа çиес текенсен çак шухăша пăрахăçламаллах. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ улшăнусемпе килĕшӳллĕн уйрăм çынсен сад-пахчинче те /вĕсем вăрман çумĕнче вырнаçман пулсан та/ ятарласа уйăрнă вырăнта тата заводра хатĕрленĕ кăмакасенче, мангалсенче çеç апат пĕçерме юрать.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Радюков кăçал Чăваш Енре вăрман пушарĕ те алхаснине пĕлтерчĕ: «Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Улатăрти лесничествăра пушар тухнă, вăл 8,9 гектар лаптăка сиенленĕ. Ăна пĕр талăкра сӳнтерме май килнĕ». Сергей Владимирович республикăра вăрман пушарĕсенчен сыхланас тĕллевпе мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ. Вăрмансене тĕрĕслеме 158 маршрут йĕркеленĕ. Пушар тухас тăк ăна сӳнтерме 69 ертӳçе хатĕрленĕ, 57 команда туса хунă, вĕсенче — 307 çын. Кирлĕ пулсан çак ушкăнсем 127 техникăпа усă курĕç. Вăрманти лару-тăрăва çавăн пекех пушарпа сăнав 19 вышкинчен тĕрĕслесе тăраççĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви вăрман фондне 4 видеокамера урлă сăнать: вĕсем Улатăр, Шупашкар, Йĕпреç тата Кире лесничествисенче вырнаçнă. «Кăçал вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăран 1 çынна административлă майпа явап тыттарнă та ĕнтĕ, 4 пин тенкĕ штраф тӳлеттерме йышăннă», — терĕ Сергей Радюков.
Комментари хушас