Паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.
Паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Унта районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç.
Пациентăн сывлăхне ятарлă гаджетсем пулăшнипе тĕрĕслесе тăма пулать-и? «Пулать», — çирĕппĕн хуравлать Шупашкар хулинчи лицейре вĕренекен Наталья Ершова. Вăл чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракан пациентăн сывлăхне сăнаса-тĕрĕслесе тăракан программа хатĕрленĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн тата муниципалитетăн социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшăвĕсене, йышлă халăх усă кураканнисене, электронлă формата куçарма хушнă. Çавна май вăл наци проекчĕсене те улшăнусем кĕртмеллине палăртнă. Çакăн çинчен çĕршыв ертӳçи юпа уйăхĕнче пĕлтернĕ.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ территорисенчи суйлав комиссийĕсен çĕнĕ йышне йĕркелес енĕпе ĕçлет. Çак йыша пилĕк çуллăха палăртаççĕ.
Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, территорисенчи суйлав комиссийĕсен малтанхи йышĕн полномочийĕсем вĕçленнĕ, çавăнпа çĕнĕ йыша йĕркелеççĕ. Чăваш Енре 28 комисси пулмалла, вĕсенче кашнинче — 9-12-шер çын.