Тĕп вырăнта – хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси

21 Кăрлач, 2021

Паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Ларура пушар тухас хăрушлăха чакарас тĕллевпе тата мĕнле мерăсем йышăнмаллине сӳтсе яврĕç. Шел те, çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăм алхаснă тĕслĕх нумайланнă. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал малтанхи 10 кунра 35 пушар тухнă, вĕсенче 11 çын вилнĕ, 2 суранланнă. Чи хăрушши — вут-çулăмра ачасен пурнăçĕ татăлни. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче пулнă пушарта 6 çын вилнĕ, çав шутран 3-шĕ — ача. Паллах, çакă влаç органĕсене те пăшăрхантарать.

Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем çак лару-тăрăва шута илсе мĕнле мероприятисем ирттерни пирки каласа кăтартрĕç. Рейдсем йĕркелесе пĕччен пурăнакан ватăсем, тăнăçсăр çемьесем патне çитни пирки пĕлтерчĕç.

Олег Николаев çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе граждан обществин пĕтĕм институтне явăçтармалла терĕ. Ку енĕпе влаç органĕсен общество хастарĕсемпе, çав шутрах ял старостисемпе те, çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Ларура çавăн пекех çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва та сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ
 

Комментари хушас