Комментари хушас

21 Раштав, 2020

Уявсенче те тимлӗх пирки манмалла мар

Паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Унта районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене хатĕрленсе ирттерекен тапхăрта çын йышлă пухăнакан объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăннипе паллаштарчĕ. Вăл çулсеренех йĕркелекен «Çĕнĕ çул» профилактика операцийĕ пирки каласа кăтартрĕ. Çулталăкăн малтанхи кунĕсенче вут-çулăм тухас хăрушлăх ытти чухнехинчен пысăкрах пулнине аса илтерчĕ, çавна май тимлĕхе ӳстермеллине палăртрĕ. Унсӑр пуҫне Николай Петров салют-фейерверк ямашкăн хальлĕхе 2 хулапа 2 районта çеç ятарлă вырăнсем уйăрнине пĕлтерчĕ, ку ĕçе ытти муниципалитетра та тумалла терĕ.

ЧР вĕрентӳ министрĕн заместителĕ Николай Жуков коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланса йышăннă мерăсене пула кăçал уяв мероприятийĕсене ытти çулти пек анлăн йĕркелеме йышăнманнине каларĕ. Раштав уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче 100 ытла мероприятие видеоçыхăну тата социаллă сетьсем урлă онлайн мелпе ирттерĕç. Ача сачĕсенче утренниксем пулĕç, вĕсене кашни ушкăнра уйрăммăн йĕркелĕç, унта ашшĕ-амăшне те, ют çынсене те кĕртмĕç.

Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, культура учрежденийĕсенче ачасемпе аслисем ытти çулти пек чăрăш тавра пухăнса савăнмĕç. Театрсенче Çĕнĕ çулпа çыхăнтарса спектакльсем кăтартма йышăннă, унта куракансене маскăпа çеç кĕртĕç тата «шахмат» йĕркипе лартĕç.

www.hypar.ru