Çул çинче инкексем ан пулччăр

30 Пуш, 2021

Паян Чăваш Республикинчи Правительствăн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта авари час-часах тухакан вырăнсен шутне чакарассипе, çул çинче пулакан инкексен сăлтавĕсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.

ЧР ШĔМĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Геннадий Чурбанов пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çул кăтартăвĕсемпе авари час-часах пулакан 32 вырăна палăртнă. Çул çинчи инкексен сăлтавĕсене пĕтерес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттернине пула çакнашкал лаптăксен шучĕ майĕпен чакса пырать. ЧР транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Арлашкин авари тăтăш пулакан вырăнсенче кăçал мĕнле ĕçсем тума палăртни пирки каласа кăтартрĕ.

Ларăва пухăннисем регионти çул-йĕрпе çыхăннă программăсене пĕлтĕр мĕнле пурнăçланине те пăхса тухрĕç. Çул-йĕр тата коммуналлă организацисем автомобиль çулĕсене хĕллехи тапхăрта мĕнле пăхса тăнине тишкерчĕç. Чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран пулнă инкексем пирки калаçрĕç.

Комисси членĕсем çул çинчи инкексен шутне чакарас тесен профилактика ĕçне вăйлатмалла тесе пĕтĕмлетрĕç.

www.hypar.ru Фото Ирины Клементьевой

 

Комментари хушас