Кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

9 Ака, 2021

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă çак кĕнекере Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă çынсен аса илĕвĕсене, архив докуменчĕсене тĕпе хурса ĕç паттăрлăхĕ пирки каласа кăтартнă. Ку кăларăма сăн ӳкерчĕксемпе, хӳтĕлев чиккисен схемисемпе, карттăсемпе пуянлатнă. Кĕнеке авторĕсене — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕсене Олег Андреевпа Марина Широковăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доцентне Евгений Касимова, ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕн заместительне Федор Козлова — презентацире ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă Тав çырăвне парса чысларĕ.

ЧР вице-премьерĕ — вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа йĕркелекен мероприятисем пĕтĕм ăрăва пĕрлештернине палăртрĕç. Çак кĕнеке ĕç паттăрлăхне тунисен шăпипе паллаштарнă май куççуль кăларнине, çав хушăрах мăнаçлăх туйăмĕ çуратнине пĕлтерчĕç. ЧР Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене аса илчĕç. Мероприятие ертсе пынă культура министрĕ Светлана Каликова кĕнеке авторĕсене те сăмах пачĕ. Вĕсем 1941-1942 çулсенче пирĕн регионта хӳтĕлев чиккисене тунин историне ăслăлăх тĕлĕшĕнчен тĕпчес тĕлĕшпе хăйсем мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментари хушас