Комментари хушас

27 Ака, 2021

МЧС ĕçченĕсем юн пачĕç

«Юн парса ыттисен пурнăçне çăлар» — шăпах çак ятпа паян Шупашкарта Республикăри юн илекен станцире акци иртрĕ: Раççей МЧСĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем юн пачĕç. Ăна Раççей пушар хуралĕн кунне халалланă.

«Эпир юн парассипе çыхăннă çакнашкал акцие çулталăкне икĕ хутран кая мар йĕркелетпĕр: Раççей пушар хуралĕн тата Çăлавçă кунĕсем умĕн. Эпĕ хам та кашни çулах донор пулса юн пама тăрăшатăп. Манăн ĕçтешсем, çăлавçăсем этем пурнăçĕ мĕн тери хаклине лайăх пĕлеççĕ, вĕсем инкеке лекнĕ çынсене пулăшма яланах хатĕр, çав шутрах — донор юнĕпе тивĕçтерсе те», — терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин. Асăннă акцие вăл хăй те хутшăнчĕ.

Пархатарлă çак пуçарăва Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пĕтĕм подразделенийĕн представителĕсем ырласа йышăнчĕç: пушарнăйсем, пĕчĕк карапсен инспекторĕсем, патшалăх пушар надзорĕн тата кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн специалисчĕсем — пĕтĕмпе 50 ытла çын. Вĕсен хушшинче пĕрремĕш хут юн паракансем те, РФ Хисеплĕ донорĕсем те пулчĕç. Шупашкарти 4-мĕш пушар-çăлав чаçĕн караул пуçлăхĕн пулăшуçи Геннадий Андреев — 44-мĕш хут, надзор тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн управленийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Трифонов 41-мĕш хут юн пачĕç. «Чирлĕ, инкеке лекнĕ çынсене çакăн пек майпа та пулăшма пултарни пире вăй-хăват кӳрет», — пĕлтерчĕç вĕсем. Пархатарлă çак ĕçе малашне те хутшăнассине палăртрĕç.

www.hypar.ru Ирина Клементьева сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео