Геронтий НИКИФОРОВ

19 Кăрлач, 2017

Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ

«ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПОЭЧĔ П.П.ХУСАНКАЙ – 110 ÇУЛ!»
пултарулăх ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕр вунă çул çитет. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. «Аптраман тавраш» сăвăлла роман, «Магнит ту», «Таня» тата «Тăван çĕршыв» поэмăсем, «Хура пĕркенчĕк», «Кăнтăр сăввисем», «Тилли юррисем», «Инçе вĕçев» сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.

8 Раштав, 2016

Чăваш халăхĕн чи юратнă пики

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Шурă çÿçлĕ хĕр», «Симĕс ылтăн» повеçсемпе «Хунавлах хăрнисем», «Тăвăл умĕн» романсем тата нумай хайлав çырнă Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа кăçал 92 çул çитрĕ.

17 Чÿк, 2016

«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул»

Чăваш наци конгресĕ чăвашлăха тытса пыракан чи ĕçлĕ шкулсене палăртас тĕллевпе «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс ирттерчĕ. Ăмăртура «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна хулапа ял шкулĕсем мĕнле пурнăçланине тишкересси пулчĕ.

7 Утă, 2016

«ÇĔНĔ ХУМ» чыславĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçат редакцийĕ ирттерекен Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалланă çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçĕсен регионсен хушшинчи «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕн чыславĕ иртрĕ.

Pages