Викторина пĕтĕмлетĕвĕ

8 Раштав, 2016

Чăваш халăхĕн чи юратнă пики

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Шурă çÿçлĕ хĕр», «Симĕс ылтăн» повеçсемпе «Хунавлах хăрнисем», «Тăвăл умĕн» романсем тата нумай хайлав çырнă Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа кăçал 92 çул çитрĕ.

17 Раштав, 2015

«СĔВЕ АТĂЛА ЮХСА КĔРЕТ» роман - иртнĕ кун Çути хайлавĕ

Сумлă чăваш çыравçи Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитнине чысласа «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман тăрăх авăн-ч/к уйăхĕсенче викторина ирттертĕмĕр.

9 Утă, 2015

«ХУРА ÇĂКĂР» роман - чăваш халăхĕн ĕмĕрхи пуянлăхĕ

Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа кăçал çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Унăн чылай калавĕ, повеçĕ, уйрăмах «Хура çăкăр» романĕпе çав ятлă драми çынсен кăмăл-туйăмĕпе чунне тата чăваш халăх пурнăçне лайăх пĕлнипе палăрса тăрать.

Сумлă çыравçăн, илемлĕ проза ăстин «Хура çăкăр» романĕ паянхи кун та халăх юратса вулакан кĕнеке йышне кĕрет. Чăнах та, çак паллă произведени кăçал та чи вулакан 100 кĕнекерен пĕри пулчĕ. Чăваш халăхĕн ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи кулленхи пурнăçне сăнлакан «Хура çăкăр» роман тăван халăх культурин ĕмĕрхи пуянлăхĕн йышне кĕрсе юлчĕ.