«СĔВЕ АТĂЛА ЮХСА КĔРЕТ» роман - иртнĕ кун Çути хайлавĕ
Сумлă чăваш çыравçи Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитнине чысласа «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман тăрăх авăн-ч/к уйăхĕсенче викторина ирттертĕмĕр.
Çакнашкал литература ăмăртăвĕсем кирли куçкĕрет. Эпир Раççейре литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕнче конкурс йĕркелесе кĕнекепе туслă пулнине çирĕплетрĕмĕр, ĕнентертĕмĕр. Шупашкар районĕнчи Тренккасси шкулĕн чăваш чĕлхи учителĕ Ираида Фомина çырăвĕ те çирĕплетет çакна: «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман тăрăх викторина йĕркелекенсене эпĕ чунтанах тав тăватăп! Унăн ыйтăвĕсене хуравлас тĕллевпе Куçма Турханăн романне çине тăрса тĕплĕн вуласа тухрăм. Куç умне XVI ĕмĕрти мăн-мăн асаттесен пурнăçĕ яр уççăн тухса тăчĕ… Ыйтусене хуравланă чухне романа вулани çеç сахалрах пулнине туйрăм. Чăваш историкĕсен, литература тĕпчевçисен ĕçĕсемпе паллашрăм. Интернетра питĕ нумай материал шырамалла пулчĕ. Çакăн пек ĕçсем вулама, шухăшлама, хамăрăн иртнĕ пурнăç çинчен ытларах пĕлме хистеççĕ».
Литература викторинине пĕтĕмлетрĕмĕр. Ăмăртăва 60 çын ытла хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче вĕрентекенсем: В.А. Фомина /Шупашкар, 29-мĕш шкул/, Т.А. Архипова /Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул/, Г.И. Тарасова /Хĕрлĕ Чутай районĕ, Шулю шкулĕ/, Н.Н. Афанасьева /Канаш районĕ, Ăвăсп/рт Кипеч шкулĕ/, Г.В. Дунаева /Канаш районĕ, Карăклă шкулĕ/, Л.А. Николаева /Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл шкулĕ/, Н.В. Тямакова /Шупашкар, 29-мĕш шкул/, Н.И. Павлова /Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/, И.В. Власова /Шупашкар, 47-мĕш шкул/, А.Г. Петрова /Шупашкар, 47-мĕш шкул/, Р.А. Гаврилова /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, С.В. Тяхмусова /Шупашкар, 43-мĕш шкул/, Л.В. Ишмуратова /Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул/, Т.Ю. Ермолаева /Комсомольски районĕ, Аслă Чурачăк шкулĕ/, Н.И. Егорова /Шупашкар, 61-мĕш шкул/, В.С. Горбунова /Çĕнĕ Шупашкар, 9-мĕш шкул/, В.Н. Григорьева /Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш шкулĕ/, М.И. Архипова /Шупашкар, 10-мĕш шкул/, С.П. Кулакова /Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми шкулĕ/, З.В. Хромова /Çĕнĕ Шупашкар, кадет корпусĕн шкулĕ/, А.В. Егорова /Шупашкар, 10-мĕш шкул/, Л.А. Владимирова /Патăрьел районĕ, Ишлĕ Шетмĕ шкулĕ/, В.Г. Архипова /Етĕрне районĕ, Ирçе шкулĕ/, Н.М. Филиппова /Çĕнĕ Шупашкар, 4-мĕш шкул/, Н.Н. Иванова /Канаш районĕ, Карăклă шкулĕ/, Н.В. Петрова /Çĕнĕ Шупашкар, кадет корпусĕн шкулĕ/, Е.В. Анюрова /Патăрьел районĕ, Сăкăт шкулĕ/, И.Н. Белкова /Канаш районĕ, Хучел шкулĕ/, Л.В. Осипова, В.А. Самарина /Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ/, Р.В. Якуркина /Тăвай районĕ, Тĕмер шкулĕ/, А.В. Митрофанова /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, Л.В. Данилова /Улатăр районĕ, Çĕнĕ Эйпеç шкулĕ/, К.Н. Михайлова /Шупашкар, 2-мĕш лицей/, О.Р. Ильина /Çĕнĕ Шупашкар, 2-мĕш шкул/, Н.М. Николаева /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, И.А. Фомина /Шупашкар районĕ, Тренккасси шкулĕ/, С.В. Петрушкина /Шупашкар, 14-мĕш кадет шкулĕ/, Н.Н. Миронова /Шупашкар, 7-мĕш ача садĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен/.
Вĕренекенсем: Диана Назарова /Шупашкар, 49-мĕш шкул/, Мария Петрова /Шупашкар, 49-мĕш шкул/, Андрей Иванов, Людмила Вениаминова /Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ/, Людмила Чебукова /Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ/, Виктория Иванова /Канаш районĕ, Ухман шкулĕ/, Анастасия Кузьмина /Етĕрне районĕ, Пушкăрт шкулĕ/, Алексей Митрофанов /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, Диана Волкова /Элĕк районĕ, Ураскилт шкулĕ/, Лариса Ерманова /Шупашкар районĕ, Вăрман Çĕктер шкулĕ/, Мария Артемьева /Патăрьел районĕ, Ишлĕ Шетмĕ шкулĕ/, Алина Анюрова /Патăрьел районĕ, Сăкăт шкулĕ/, Егор Архипов /Етĕрне районĕ, Ирçе шкулĕ/, Мария Павлова /Шупашкар районĕ, Тренккасси шкулĕ/.
Конкурса библиотека ĕçченĕ З.М. Федорова /Муркаш районĕ, Отарккă/ тата декрет отпускĕнчи М.В. Петрова /Çĕрп/ районĕ, Иккĕмĕш Вăрманкас Кĕçтемĕр, Наци радиовĕн корреспонденчĕ/ хутшăнчĕç. Конкурса хутшăнса хурав янă Э.Н. Сергеева, Г. Гулянова хăйсен адресĕсене палăртман.
«Сĕве Атăла юхса кĕрет» романа юратса вулакан хаклă туссем! Сире литература ăмăртăвне хутшăннăшăн тав тăватпăр, пурне те Хисеп хучĕпе чыслатпăр, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, 2016 çулта «Самант» журналпа, «Тантăш» хаçатпа тата кĕнекепе туслă пулма сывлăх, ăнăçу, телей, çирĕп вăй-хал сунатпăр.
Хисеп хучĕсемпе пĕчĕк парнесене «Самант» редакцине кĕрсе илмелле. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 6-мĕш хут.
Комментари хушас