Геронтий НИКИФОРОВ

23 Çĕртме, 2016

«ÇĔНĔ ХУМ» конкурс чыславĕ

Хаклă çамрăк çыравçăсемпе ÿнерçĕсем тата вĕрентекенсем!
«Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисен, номинантсен тата вĕсен вĕрентекенĕсен чыславĕ 2016 çулхи çĕртме /июнь/ уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕн акт залĕнче 14 сехетре иртет. Регистраци — 13.00-14.00 сехетсенче. Чыслава пурне те чăваш тумĕпе килме чĕнетпĕр.
 
Эсир наци малашлăхĕшĕн сăмах тытмалли çынсем.
«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ»,тенĕ Виктор Гюго.
 
19 Çу, 2016

«ÇĔНĔ ХУМ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Кăвар чĕреллĕ чăваш ачисене «Çĕнĕ хум» пултарулăх ăмăртăвне хастар хутшăннăшăн саламлатпăр!

Чăваш Республикин культура, националь-ноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕн редакцийĕ Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа йĕркеленĕ çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ.

18 Нарăс, 2016

Саламлать мĕнпур тăван

Çак сăмахсенĕ тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, тарават чунлă Манефа Витальевна Фомина çинчен каланăн туйăнать. Туйăнать кăна мар, вăл чăннипех ĕçĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Çав илем унра пур çĕрте те палăрать. Юратнă ĕçтеше эпир ĕçĕнчен пĕлетпĕр, куратпăр.

30 Кăрлач, 2016

«Сăввăмсем - çĕр çитмĕл туйăм сассисем...»

«Уçланкăри палан», «Малтанхи юратăвăм», «Çыру çырсамăр салтаксем патне»… Халăхра анлă сарăлнă юрăсене вĕçĕмсĕр илсе кăтартма пулать, анчах вĕсен шучĕ пилĕк çĕртен те иртсен сăввисене çыраканĕ хăй те вĕсене шутлама пăрахнă.

Pages