«ÇĔНĔ ХУМ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

19 Çу, 2016

Кăвар чĕреллĕ чăваш ачисене «Çĕнĕ хум» пултарулăх ăмăртăвне хастар хутшăннăшăн саламлатпăр!

Чăваш Республикин культура, националь-ноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕн редакцийĕ Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа йĕркеленĕ çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ.

Ăмăртăва республикăн 16 районĕнчен тата 4 хулинчен 117 ача хутшăнчĕ. Конкурс «Лайăх сăвă», «Лайăх калав», «Лайăх очерк», «Лайăх пьеса», «Илемлĕ ÿкерчĕк», «Лайăх ал ĕçĕ», «Лайăх реклама» номинацисемпе иртрĕ. Пурĕ 130 ĕç килчĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Николай Ишентей поэт, Василий Кервен писатель, Николай Балтаев художник, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров, ЧНКн культура комитечĕн ертÿçи Елена Османова юрăçă, Чăваш Республикин халăх ал ĕç ăстисем Людмила Балтаевăпа Зинаида Воронова çамрăк авторсен ĕçĕсене тишкерсе хак пачĕç, конкурс çĕнтерÿçисене палăртрĕç.

Конкурс йĕркине пăхăнса 9-11-мĕш классен хушшинче ăмăрту пулнипе 1-8-мĕш классенче вĕренекенсен ĕçĕсене жюри ăмăртăва хутшăнтармасăр пăхса тухрĕ, вĕсен авторĕсене сертификат пама йышăнчĕ.

«Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерÿçисен, номинантсен тата вĕсен вĕрентекенĕсен чыславне çĕртме /июнь/ уйăхĕнче ирттерĕпĕр, хăçан ирттерессине «Тантăш» хаçатра тата ЧНК сайтĕнче уйрăм вырнаçтарса пĕлтерĕпĕр. Чыслава пурне те чăваш тумĕпе килме чĕнетпĕр.

Ĕç çыннин çулталăкне халалланă çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «Çĕнĕ хум» конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ:

1. «Лайăх сăвă» номинаци çĕнтерÿçисем:

1 вырăн – Любовь Мешкова, 11 класс, Пăлапуç Пашьел шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекенĕ – Светлана Петровна Никитина.

2 вырăн – Диана Думилина, 9 класс, Патăрьелти 1-мĕш шкул, Патăрьел районĕ, вĕрентекенĕ – Людмила Александровна Сорокина.

3 вырăн – Диана Ильина, 9 класс, Шелттем шкулĕ, Канаш районĕ, вĕрентекенĕ – Надежда Петровна Сергеева.

Номинант – Светлана Васильева, 9 класс, Янкăлч шкулĕ, Канаш районĕ, вĕрентекенĕ – Елена Всеволодовна Васильева.

Номинант – Анастасия Сетейкина, 9 класс, Çĕмĕрле хулин 3-мĕш шкулĕ, Çĕмĕрле хули, вĕрентекенĕ – Рива Николаевна Логинова.

2. «Лайăх калав» номинаци çĕнтерÿçисем:

1 вырăн – Валерия Ашмарина, 9 класс, Кĕçĕн Таяпа шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Алевтина Афанасьевна Иванова.

2 вырăн – Аглаида Гурьева, 10 класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Нина Аркадьевна Левая.

3 вырăн – Иван Патшин, 9 класс, Аслă Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Надежда Зиновьевна Хушкина.

Номинант – Ксения Нисковских, 11 класс, Хуракасси шкулĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, вĕрентекенĕ – Татьяна Григорьевна Кудряшова.

Номинант – Анастасия Ильмендерова, 9 класс, Шомик шкулĕ, Муркаш районĕ, вĕрентекенĕ – Галина Геннадьевна Ямангеева.

3. «Лайăх очерк» номинаци çĕнтерÿçисем:

1 вырăн – Дина Павлова, 10 класс, Мăн Ямаш шкулĕ, Элĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Людмила Аполлоновна Андреева.

2 вырăн – Татьяна Изосимова, 9 класс, Кĕçĕн Таяпа шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Алевтина Афанасьевна Иванова.

3 вырăн – Августина Васильева, 9 класс, Мăн Вылă шкулĕ, Элĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Галина Ивановна Иванова.

Номинант – Лидия Прокопьева, 9 класс, Асанкасси шкулĕ, Комсомольски районĕ.

Номинант – Светлана Емельянова, 10 класс, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ, Шăмăршă районĕ, вĕрентекенĕ – Татьяна Владимировна Моисеева.

4. «Лайăх пьеса» номинаци çĕнтерÿçисем:

1 вырăн – Павел Кузнецов, 11 класс, Тури Туçа шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекенĕ – Алевтина Юрьевна Кузнецова.

2 вырăн – Анастасия Максимова, 10 класс, Юнтапа шкулĕ, Элĕк районĕ.

5. «Илемлĕ ÿкерчĕк» номинаци çĕн-терÿçисем:

1 вырăн – Виктория Парастаева, 9 класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Юлия Елисеевна Анисимова.

2 вырăн – Анастасия Козлова, 9 класс, Çĕмĕрле ри 3-мĕш шкул.

2 вырăн – Валентина Терентьева, 9 класс, Мăн Вылă шкулĕ, Элĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Любовь Аркадьевна Шашкина.

3 вырăн – Анастасия Белякова, 9 класс, Шупашкар, 35-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Надежда Аркадьевна Кораблева.

3 вырăн – Валерия Фомирякова, 9 класс, Шупашкар, 54-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Ирина Васильевна Дегтярева.

Номинант – Екатерина Сарбаева, 9 класс, Хуракасси шкулĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, вĕрентекенĕ – Татьяна Григорьевна Кудряшова.

Номинант – Светлана Савельева, 10 класс, Мăн Ямаш шкулĕ, Элĕк районĕ, вĕрентекенĕ – Людмила Аполлоновна Андреева.

Номинант – Петр Тинюков, 9 класс, Патăрьел 1-мĕш шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекенĕ – Валентина Федоровна Федорова.

Номинант – Григорий Петухов, 10 класс, Вăрман Çĕктер шкулĕ, Шупашкар районĕ, вĕрентекенĕ – Мария Ивановна Кудрявцева.

6. «Лайăх ал ăсти» номинаци çĕн-терÿçисем:

1 вырăн – Ольга Шмелева, 9 класс, Шурут шкулĕ, Комсомольски районĕ, вĕрентекенĕ – Любовь Николаевна Тарасова.

2 вырăн – Елизавета Борисова, 10 класс, Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул, вĕрентекенĕсем – Татьяна Анатольевна Архипова, Людмила Николаевна Леонтьева.

2 вырăн – Татьяна Степанова, 9 класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Юлия Елисеевна Анисимова.

3 вырăн – Ирина Исянова, 9 класс, Шупашкар, 33-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Ирина Алексеевна Диарова.

3 вырăн – Ирина Яковлева, 9 класс, Пучинке шкулĕ, Йĕпреç районĕ, вĕрентекенĕ – Зоя Алексеевна Акчурина.

Номинант – Андрей Табаков, 9 класс, Шупашкар, 19-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Ирина Валерьевна Смирнова.

Номинант – Наталия Петрова, 9 класс, Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – Юлия Елисеевна Анисимова.

Номинант – Екатерина Долгова, 9 класс, Палтиел шкулĕ, Шăмăршă районĕ, вĕрентекенĕ – Ольга Владимировна Долгова.

Номинант – Илназ Минагаева, 9 класс, Чĕчкен шкулĕ, Комсомольски районĕ, вĕрентекенĕ – Людмила Николаевна Гибатдиновна.

7. «Лайăх реклама» номинаци çĕн-терÿçисем:

1 вырăн – Ирина Васильева, 10 класс, Сиккасси шкулĕ, Канаш районĕ, вĕрентекенĕ – Елизавета Макаровна Александрова.

Номинант – Анна Ижетникова, 2 курс студенчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

конкурс йĕркелÿçи тата жюри пайташĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.