Чĕлхешĕн кар тăрасчĕ

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче Ĕç çыннин çулталăкĕнче чăвашлăха аталантарассипе тухăçлă ĕçленине палăртрĕç.

Комитетра республикăри хуласемпе ялсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕсемпе тата вĕренÿ институчĕн чĕлхе кафедрипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Шупашкар, Йĕпреç, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсен тата Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем лайăх йĕркеленине пĕлтерчĕç.

Вĕренÿ комитечĕн ĕçĕ-хĕлĕн чи курăмлă мероприятийĕсенчен пĕри — çамрăк çыравçăсемпе ÿнерçисен «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕ. Унта республикăри 16 районпа тăватă хуларан пурĕ 117 ача хутшăннă. Г.Л.Никифоров чи лайăх хайлав автор-çĕнтерÿçисен чыславне çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче ирттерессине пĕлтерчĕ. «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ районсемпе хуласенче вĕçленнĕ иккен. Халĕ вĕренÿ управленийĕсем район, хула шайĕнчи çĕнтерÿçĕсене рес-публика ăмăртăвне хатĕрлеме пуçăннă. Республика конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрĕ авăн-чÿк уйăхĕсенче иртет.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тунă ĕçсем çинчен» ыйтупа конгресăн Мăн Канашĕ иртмелле. Пухăннисем проект шучĕпе чăваш чĕлхин пахалăхĕпе пĕлтерĕшне шкул вĕрентĕвĕнче тата пурнăçра ÿстерме пулăшакан кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.

«Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», — тенĕ Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашлăхшăн пурин те кар тăрса тăрăшсассăн кăна чĕлхемĕр пĕлтерĕшĕпе сумĕ ÿсме пултарĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи.

 

Геронтий НИКИФОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.