«ÇĔНĔ ХУМ» чыславĕ

7 Утă, 2016

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçат редакцийĕ ирттерекен Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалланă çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçĕсен регионсен хушшинчи «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕн чыславĕ иртрĕ. Вăл наци вулавăшĕнче пулчĕ. Чыслава конкурс çĕнтерÿçисемпе призерсем тата номинантсем, вĕсен учителĕсем, ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕç.

Пултарулăх уявĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Василий Кервен поэт, Людмила Балтаева ал ĕç ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Юлия Анисимовăпа çак йĕркесен авторĕ чи лайăх хайлав автор çĕнтерÿçисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Александр Хучаш юрăç тата Александр Никифоров куç ултавçин фокус мыскарисем уява илем кÿчĕç. Конкурса йĕркелекенсем «Çĕнĕ хума» малашне те ирттермелле тесе палăртса хăварчĕç.

Геронтий НИКИФОРОВ,

конкурс йĕркелÿçи тата жюри пайташĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: чыслава пухăннисен ушкăнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.