«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул»

17 Чÿк, 2016

Чăваш наци конгресĕ чăвашлăха тытса пыракан чи ĕçлĕ шкулсене палăртас тĕллевпе «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс ирттерчĕ. Ăмăртура «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна хулапа ял шкулĕсем мĕнле пурнăçланине тишкересси пулчĕ.

Шкулсен хушшинчи конкурса республика вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ирттерме хутшăнчĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ район-хула шайĕнче нарăс-çу уйăхĕсенче пулчĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ вара авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕччен пычĕ.

Жюри район-хула шайĕнче çĕнтернĕ 17 шкул ĕçĕсене тĕплĕн тишкерчĕ. Вĕсен йышне А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш /Шупашкар/, Катек /Канаш районĕ/, Юнтапа /Элĕк районĕ/, Шăмăршă /Шăмăршă районĕ/, Çирĕклĕ Шăхаль /Елчĕк районĕ/, Тĕрлемес /Куславкка районĕ/, 62-мĕш, 60-мĕш, 50-мĕш /Шупашкар/, Пучинке /Йĕпреç районĕ/, Елчĕк /Куславкка районĕ/, Опытнăй /Çĕрпÿ районĕ/, Чăваш Сурăм /Элĕк районĕ/, А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ Калайкасси /Муркаш районĕ/, Куславкка 3-мĕш /Куславкка районĕ/, 18-мĕш лицей /Çĕнĕ Шупашкар/, 3-мĕш Канаш шкулĕсем кĕчĕç.

Çак шкулсен ĕçне-хĕлне тĕплĕн тишкернĕ, хакланă хыççăн вĕсен йышĕнчен чăвашлăха тытса пыракан чи ĕçлĕ пилĕк шкула суйласа илме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çавсенчен А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш /Шупашкар/, Пучинке /Йĕпреç районĕ/, 60-мĕш /Шупашкар/, А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ Калайкасси /Муркаш районĕ/ шкулсем тата 18-мĕш лицей /Çĕнĕ Шупашкар/ ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.

Республикăри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп эксперт специалисчĕ Д.С.Степанов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн деканĕ А.М.Иванова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Т.В.Денисова, республика вĕренÿ институчĕн ĕçченĕ И.А.Степанова, Шупашкар 29-мĕш шкул вĕрентекенĕ В.А.Фомина пилĕк шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна тухса уйрăммăн паллашрĕç.

Шкула тулаш тата шалаш енчен илемлетнĕ çĕрте патшалăхăн икĕ чĕлхипе усă курни, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин патшалăх символĕсене пурте курăнмалла вырăна вырнаçтарнă стендсем пурри, ытти стенда та чăвашла хатĕрлени, шкул сайтĕнче чăвашлăха тытса пыни, пуçламăш классенче чăвашла вĕрентнин шайĕ, вăтам тата аслă классенче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентнин пахалăхĕ, вĕсенче вĕренÿ сехечĕсене палăртса хăварни… Çаксене пурне те шута илчĕç. Унсăр пуçне чăвашлăхпа çыхăннă класс тулашĕнчи ĕçсене, этнокультура кирлĕлĕхне тивĕçтерекен мероприятисем ирттернине, чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсене хутшăннине, тĕрлĕ проекта ĕçе кĕртнине, хаçат-журналта пичетленнин пахалăхĕ мĕнле шайра пулнине те тишкерчĕç.

«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» ăмăртăвăн республика шайĕнчи иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă пилĕк шкултан пурте çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвне тата çĕнтерÿçĕсен чыславне чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче 15 сехетре Шупашкарти 10-мĕш шкулта /Николаев урамĕ/ ирттерме палăртнă. Чыслава ăмăртăвăн икккĕмĕш тапхăрне хутшăннă 17 шкул ертÿçисене, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене тата вĕренекенсене йыхравлатпăр.

Геронтий НИКИФОРОВ,

жюри пайташĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.