Ыррине вĕренмелли нумай
Пичет киоскĕсенче малашне хаçат сутма пăрахаççĕ тенине илтрĕм. Ку хыпар питĕ пăшăрхантарчĕ мана. Халăхăн 40-50 проценчĕ пĕр кăларăм та çырăнса илмест тесен те йăнăш мар. Ĕçе кайнă май эпĕ эрнере икĕ-виçĕ хут чарăнаканччĕ киоск умĕнче. Тин çеç «пиçсе тухнă» хаçат-журнала туянмасан чун канмасть манăн. Пирĕн, чăвашсен хушшинче, «чăвашла вулаймастпăр» текен нумай. Кам çуратнă-ши çавнашкаллисене? Тахçан, пĕр-икĕ çул каялла, «Самант» журнал хуплашки çинче Геннадий Максимов писатель сăнланнăччĕ. «Кĕнеке вуламан çын мана интереслĕ мар», — тенĕччĕ вăл унта. Чăн сăмахсем!