Комментари хушас

21 Чÿк, 2015

Пĕр-пĕрне ăнлансан çеç пурнăç савăк

Кашни çын хăйĕн пирки калаçма юратать, эпĕ вара паян хамăр общество нуши çинче чарăнса тăрасшăн.

Раççей шайĕнче "Шурă туя" уйăхлăх иртет пулин те, пирĕн Чăваш Енре ун çинчен сас-хура çукпа пĕрех. Республикăра паянхи куна 4 пине яхăн куç курман сусăр çын пурăнать.

Эпĕ вунпĕрмĕш çул Муркашри куç курманнисен обществинче секретарьте тăрăшатăп. Пирĕн ĕçре чи кирли - килекен çынсен нушине ăнланса вăхăтра тата саккунпа килĕшÿллĕн пулăшасси, çавăнпа та ĕçре яланах ăнлану, чăтăмлăх тата ăш кăмăллă пулни кирлĕ.

Пирĕн обществăра тăрăшакан ертÿçĕсем те, вĕсене пулăшаканĕсем те - ăста тата нумай çул пĕр вырăнта чăтăмлă ĕçлекен специалистсем.

Паян эпĕ хамăр организацие килсе çÿрекен маттур та çирĕп чунлă çынсем çинчен кăштах та пулин каласа парас шухăшпа алла калем тытрăм. Муркашпа Элĕк районĕнче çак кун тĕлне 200 ытла куç курман çынна шута илнĕ. Кашни уйăхрах вырăнти организацисенче тĕрлĕрен пуху-уяв, ĕçлĕ тĕлпулу е тата кану каçĕ, ăмăрту иртет. Муркашра куç курманнисем валли реабилитаци центрĕ те пур.

Пĕр 3-4 çул каялла пухусене 20-25 çын таранах килсе çÿретчĕ, Элĕкре вара 30 çынран та ытларах пухăнатчĕç. Сусăр çынсемшĕн уйăхра пĕрре района тухасси те кăткăс. Автобусра пурте пĕр тан: урасăр-и, суккăр-и, е ытти чир-чĕрпе асапланатăн-и, никама та пăшăрхантармасть. Çынсем пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне юлашки çулсенче чунĕпе хытни пирки, ачасем те час-часах тĕрлĕ преступлени туни çинчен сахал мар çыраççĕ, телекуравпа та пĕлтереççĕ. Нумай чухне компьютера е Интернета айăплаççĕ, анчах та çак пулăмсем ытларах пирĕнтен, аслă ăрури çынсенчен те, нумай килеççĕ.

Куç курманнисен хушшинче - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров композитор, Маргарита Пушкарева, Вячеслав Михайловпа Вячеслав Пагеев сăвă ăстисем, юрă-ташă юратакан нумай. Пирĕн хушăра вăрçă ачисем те пур - Елена Пушкина, Августа Ласточкина, Ефалия Соткова, Мария Костина, Роза Скворцова.

Чÿкĕн 13-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕ. Сусăр çынсене яланах пулăшмалли пирки манас марччĕ.

Суккăр çынна ăнланас тесен пĕр çур кун та пулин куçа çыхса çÿресе пăхма сĕнеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса пулăшсан çеç пурнăç савăк пулĕ.

Елена НИКИТИНА.

Муркаш районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.