Ыррине вĕренмелли нумай

Пичет киоскĕсенче малашне хаçат сутма пăрахаççĕ тенине илтрĕм. Ку хыпар питĕ пăшăрхантарчĕ мана. Халăхăн 40-50 проценчĕ пĕр кăларăм та çырăнса илмест тесен те йăнăш мар. Ĕçе кайнă май эпĕ эрнере икĕ-виçĕ хут чарăнаканччĕ киоск умĕнче. Тин çеç «пиçсе тухнă» хаçат-журнала туянмасан чун канмасть манăн. Пирĕн, чăвашсен хушшинче, «чăвашла вулаймастпăр» текен нумай. Кам çуратнă-ши çавнашкаллисене? Тахçан, пĕр-икĕ çул каялла, «Самант» журнал хуплашки çинче Геннадий Максимов писатель сăнланнăччĕ. «Кĕнеке вуламан çын мана интереслĕ мар», — тенĕччĕ вăл унта. Чăн сăмахсем! Вулама юратман çын ăсĕпе çеç мăкланмасть, чунĕпе те мĕскĕнленет. Кĕнеке, хаçат-журнал пире чăнах та кулленхи пурнăçра чылай пулăшать.

Эпĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа нумай-нумай çул туслă пулнишĕн хама питĕ телейлĕ туятăп. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат — чун йăпатмăш çеç мар, вăл маншăн ăслă, ырă юлташ та, çав вăхăтрах канма, савăнма меллĕ вăхăт тупмалли самант та. «Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен», — тесе ахальтен каламан. Сирĕн хаçатран ыррине вĕренмелли питĕ нумай.

Елена НИКИТИНА.

Муркаш районĕ.

 

Елена НИКИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.